Вера ТИТОВА. ЧР Транспорт министерствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

9 Çурла, 2017

Транспорт министерствин общество канашĕ штраф виçине ÿстерме килĕшнĕ

Паян Чăваш Енĕн Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинче общество транспортĕнче çул укçи тÿлемесĕр çÿрекенсене явап тыттарасси çинчен калакан саккун проектне хытах сÿтсе явнă. Унта пухăннисем ытти регионти ку опытпа кăсăкланнă. Çивĕч туйăннă ыйтусене тĕплĕн тишкернĕ хыççăн вĕсем общественниксем саккуна хытармаллипе килĕшнĕ.