Шупашкарта аккумуляторлă троллейбуса пахаланă

19 Çурла, 2017

Ĕнер Шупашкарта аккумуляторлă троллейбуса пахаланă. Унпа республикăн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов тата тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, депутатсем, общественниксем ярăнса пăхнă.

Троллейбуса Саратовран тĕрĕслес тĕллевпе вăхăтлăха илсе килнĕ. Транспорт аккумуляторлă пулнăран электричествăсăр 30 километр каяйрать. Анчах хакĕ те аванах: 16 миллион тенкӗ тӑрать.

Çула тухнисем троллейбуспа Шупашкарти Республика тÿремĕнчен пуçласа Çĕнĕ Шупашкарти Винокуров урамне çитсе килнĕ. 

 

Рубрика: 

Комментари хушас