Типĕ курăк çунтарма юрамасть
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пушар хуралçисем типĕ курăк çунакан 33 вырăна çитнĕ.
Пушар тухас хăрушлăх пысăк тапхăрта пушар хуралĕн мĕн пур ĕçченĕ профилактика ĕçне хутшăнать. Вырăнти администраци ĕçченĕсемпе пĕрле вĕсем ял-сала, пахча-сад пĕрлешĕвĕсене те час-часах рейда тухаççĕ. Кунашкал ĕçĕн тĕп тĕллевĕ, паллах, çынсемпе курса калаçасси, хурăшсăрлăх пирки тепре аса илтересси.
Паянхи куна пушар тухас хăрушлăх пысăк тесе палăртнă тапхăрта çулăм тивертес йĕркене пăснăшăн 36 çынна явап тыттарнă.
Аса илтеретпĕр: ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимне палăртнă. Çак тапхăрта: вăрмансенче кăвайт чĕртме, типĕ курăк çунтарма, ял-сала таврашĕнче кăвайт чĕртме, çÿп-çап çунтарма, ял хуçалăх çĕрĕсем çинче кăвайт тивертме юрамасть.
Йĕркене пăссан граждансене 2—4 пин тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ. Должноçри сăпатсен йĕркене пăснăшăн 15—30 пин тенкĕ пама тивĕ. Усламçăсемшĕн штраф виçи 30—40 пин тенкĕпе танлашать. Юридици сăпачĕсемшĕн вăл — 200—400 пин тенкĕ.
Раççей МЧСĕн республикăри управленийĕ пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмаллине тепре аса илтерет. Инкек килсе тухсан çăлавçăсене «01», «101» номерпе шăнкăравламалла.
Комментари хушас