Тинĕс вăл питĕ асамлă, хăй патне туртать

17 Нарăс, 2015

Н.Некрасов поэминчи «вырăс хĕрарăмĕ çунакан пÿрте те кĕрет, лашана та çăварлăхлать» йĕркесен çумне «чăваш хĕрарăмĕ шывра та путмасть» тесе хушса хурассăм килет. Ăнсăртран мар, çак шухăш Лăпкă океанра пулă тирпейлекен карап çинче вунă çул ĕçлесе пурăннă Галина Еремеевăпа паллашнă хыççăн çуралчĕ.

Хальхи вăхăтра Галина Капитоновна Шупашкарти Çеçпĕл музейĕнче ĕçлет. Унпа шыв çинче иртнĕ кунсене аса илсе чылайччен калаçса лартăмăр. Маншăн, океан мар, тинĕс те курманскершĕн, унăн калаçăвĕ питех те кăсăклă пулчĕ. Çавăнпах чăваш хĕрĕсем ниçта та аптăраманни, тăван халăх ятне çÿлте тытни çинчен хаçат тусĕсене те пĕлтерессĕм килчĕ.

Асаилÿ авăрне путнă май Галина Капитоновнăн куçĕсем çуталчĕç, кăмăлĕ çĕкленÿллĕ туйăмпа çунатланчĕ. Эх, çамрăклăх! Шухă та пĕр шухăшсăр çав вăл: тĕнче хĕрне те çитерет, тÿпене те хăпартать...

- 1976 çул. Чăваш Енрен 180 çын вербовкăпа тухса кайрăмăр. Ытларах хĕрарăмсем. Екатеринбурга çитсен камăн ăçта каймаллине палăртрĕç. Эпĕ Владивостока «Василий Путинцев» карап çине лекрĕм. Карап çинче пире тĕлĕнмелле лайăх кĕтсе илчĕç. Чăвашран тесен унта савăнсах каяççĕ, мĕншĕн тесен чăваш çыннисем ĕçчен, сăпайлă, хăйсене яланах йĕркеллĕ тытаççĕ. Çавăнпа вĕсене яланах хисепленĕ те. «Пĕр чăваш хĕрачи пултăр. Ăна тăватă вырăс хĕрĕпе те улăштармастпăр», - тетчĕç капитансем. Ара, тăрăшса ĕçленĕ, вăхăта ахаль ирттерсе унта-кунта чупса çÿремен.

Карап вăл ишсе çÿрекен утрав пек. Унта 600 çын ĕçлесе пурăннă. Лида Малина, Тамара Иванова тата пĕрле кайнă виçĕ чăваш хĕрачи çÿлти палубăри каютăна лекрĕмĕр. Кану кунĕсемсĕр вуникĕ сехет ĕçленĕ, вуникĕ сехет каннă. 4-5 баллă шторм чухне ĕçе тухман, мĕншĕн тесен çил-тăвăл, хумсем карапа вăйлă силлеççĕ. Консерв банкисем ÿксе сая кайма пултараççĕ-çке. Малалла вулас...

Рубрика: 
Теги: