Тикашсен шкулне хупĕç-ши?

4 Çурла, 2017

Вăрмар районĕнчи Тикаш халăхĕ пуçламăш шкула тата пĕчĕккисен ушкăнне хуптарасшăн мар. Нумаях пулмасть ял администрацийĕнче иртнĕ пухура ашшĕ-амăшĕ çак шухăша уççăн пĕлтернĕ.

Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Соколов ялсенчи ачасен шучĕ çуллен чакса пыни, шкулсене оптимизацилесси патне пурпĕр çитесси çинчен каланă. Тикашра пуçламăш класпа шăпăрлансен ушкăнне çÿрекенсен йышĕ пысăк пулсан шкула çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен хупас ыйтăва çĕклеместчĕç. Ашшĕ-амăшĕ ăна пĕтерессине хирĕç, ачисене Мăнçырмари вăтам шкула ярасшăн мар. Пухăва хутшăннисем Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕнчен шкул çулне çитичченхисен ушкăнне 10 ачаран сахал мар çÿренĕ тата пуçламăш классенче вĕренекенсем ялта пур чухне иккĕшне те упраса хăварма ыйтаççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.