Тĕп хулара Шупашкар культура форумĕ ĕçлерĕ

21 Çĕртме, 2019

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залĕнче Шупашкар культура форумĕ иртрĕ.

Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин уçрĕ, унта хутшăнма тĕрлĕ регионтан, республикăри район-хуларан килнисене Атăл тăрăхĕн тĕп хулисенчен пĕринче Шупашкарта культура форумĕ ĕçленĕ ятпа саламларĕ. «Чăвашсен çакăн пек каларăш пур: иртнине манакан халăхăн пуласлăхĕ çук. Çавăнпа ăна упраса хăварма, çамрăк ăрăва парса хăварма тăрăшатпăр», — терĕ. Экономикăна, уйрăммăн илсен бизнеса аталантарассипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕ.

Ирĕклĕ калаçăва Федерацин «Культура стратегийĕсен тата проектсене йĕркелес ĕç центрĕ» патшалăх бюджет учрежденийĕн чи малтан пурнăçламалли проектсен пайĕн заведующийĕ Инна Голышева, Индустри паркĕсен ассоциацийĕн Японипе, Азипе Лăпкă океан регионĕсенчи çĕршывсемпе ĕçлекен канашçи Ивао Охаси, Япони бизнес клубĕн Раççейри тата Чулхулари Япони центрĕн директорĕсем Окада Куниопа Юкато Кунугида, Пĕчĕк тата вăтам бизнесăн пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн вице-президенчĕ Эдуард Омаров, «Гостеприимная Россия» проектăн пăхса тăракан канашĕн председателĕ, «Живая карта» сеть кăларăмĕн ертÿçи Олег Алексеев, Раççей Общество палатин членĕ Дмитрий Донсков хутшăнчĕç.

Вĕсене пĕрлештерекен шухăшсенчен пĕри çакă пулчĕ: патшалăхсен экономика çыхăнăвне, суту-илĕвне халăхсен культура, туризм çыхăнăвĕсене вăйлатмасăр çирĕплетейместĕн. Япони представителĕсем хăйсен çĕршывĕпе Раççей хушшинчи çак шайри диалог çителĕксĕррине, кунпа пĕрлех экономика компоненчĕ курăмсăррине, икĕ патшалăх аллă-аллăн тытăнса экономикăна аталантарма пултарнине палăртрĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас