юбилеи

21 Пуш, 2014

Çивĕч ыйтусене хускатма хăраманшăн

Вулаканăмăрсем, асăрхарăр пулĕ: сирĕн алăра - хаçатăн 6000-мĕш номерĕ. Ку хисеп ăçтан тупăннă тетĕр-и? Чăваш хутлăхĕнче яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли хаçат пĕрремĕш хут «Канаш» /халĕ «Хыпар»/ хаçат пуçарнипе 1925 çулта «Çамрăк хресчен» ятпа тухнă. Ун хыççăн кăларăм ятне темиçе те улăштарнă: «Çамрăк колхозник», «Çамрăк большевик», «Çамрăк коммунист». Шел те, чăваш яшĕсемпе хĕрĕсем валли 1966 çулта хаçат кăларма пăрахнă. «Çамрăксен хаçатне» вара «Хыпар» редакторĕ Алексей Леонтьев 1996 çулта тепĕр хут йĕркелесе янă. Тĕрĕс тунă! Епле-ха апла?

15 Пуш, 2014

Наталья Крачковская актриса: «Тĕп вырăнта яланах çемье пулнă»

Наталья Леонидовна - Раççей тава тивĕçлĕ артистки. 40 çул ытла ĕçлесе вăл 70 ытла фильмра ÿкерĕннĕ. 2013 çулта 75 çул тултарнă.

13 Пуш, 2014

Халăх музейĕ - 35 çулта

Хĕрлĕ Чутай ялĕнчи «Этем тата çут çанталăк» халăх музейне уçнăранпа 35 çул çитрĕ.

Музей кун-çулĕ питĕ кăсăклă. 1898 çулта Михаил Таланцев икĕ класлă чиркÿ-прихут шкулне тума пуçланă. Икĕ çултан пĕлÿ çуртне уçнă. 1918 çулта кунта учительсен семинарийĕ ĕçлеме тытăннă. Каярахпа Хусан чăваш педагогика техникумĕ уçăлнă. 1928 çулччен Хĕрлĕ Чутайĕнче чăваш шкулĕсем валли пин ытла вĕрентекен хатĕрленĕ. Каярахпа çак çуртра хресчен çамрăкĕсен, çичĕ çул вĕренмелли шкулсем ĕçленĕ. Унтан вăтам шкул туса хунă. Пионерсен çурчĕ те пулнă кунта.

Pages