Комментари хушас

13 Пуш, 2014

Халăх музейĕ - 35 çулта

Хĕрлĕ Чутай ялĕнчи «Этем тата çут çанталăк» халăх музейне уçнăранпа 35 çул çитрĕ.

Музей кун-çулĕ питĕ кăсăклă. 1898 çулта Михаил Таланцев икĕ класлă чиркÿ-прихут шкулне тума пуçланă. Икĕ çултан пĕлÿ çуртне уçнă. 1918 çулта кунта учительсен семинарийĕ ĕçлеме тытăннă. Каярахпа Хусан чăваш педагогика техникумĕ уçăлнă. 1928 çулччен Хĕрлĕ Чутайĕнче чăваш шкулĕсем валли пин ытла вĕрентекен хатĕрленĕ. Каярахпа çак çуртра хресчен çамрăкĕсен, çичĕ çул вĕренмелли шкулсем ĕçленĕ. Унтан вăтам шкул туса хунă. Пионерсен çурчĕ те пулнă кунта.

1977 çулхи кăрлачра парти райкомĕн бюровĕн ларăвĕнче М.Таланцев хута янă çуртра музей уçма йышăннă. Çакăн хыççăн чăваш халăх кун-çулĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе паллаштаракан экспонатсем пухма пуçланă. Музей йĕркелес ĕçе Валерьян Толстов-Атнарский учитель, тавра пĕлÿçĕ пысăк тÿпе хывнă. 1993 çулчченех кунта ĕçленĕ вăл.

1979 çулхи пушăн 4-мĕшĕнче музее чаплă лару-тăрура уçнă. Социализм Ĕçĕн Геройĕ А.Смалайкин сĕнÿсен кĕнекин пĕрремĕш страницинче «çак кун СССР Аслă Канашĕн суйлавĕн кунĕпе тÿр килни - район халăхĕшĕн пысăк пулăм» тесе çырнă.

Музейра ăнсăртран лекнĕ япала çук. Коллекцире тăватă пин ытла экспонат. Вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăннă, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта этнографипе ÿнер искусствишĕн хаклă япаласем упранаççĕ. Экспозицире Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ÿснĕ художниксен картинисем, халăх ăстисен ĕçĕсем, керамика савăт-сапи, район историйĕпе çыхăннă сăн ÿкерчĕксемпе документсем пысăк вырăн йышăнаççĕ.


И.СЕРГЕЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.