Çивĕч ыйтусене хускатма хăраманшăн

21 Пуш, 2014

Вулаканăмăрсем, асăрхарăр пулĕ: сирĕн алăра - хаçатăн 6000-мĕш номерĕ. Ку хисеп ăçтан тупăннă тетĕр-и? Чăваш хутлăхĕнче яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли хаçат пĕрремĕш хут «Канаш» /халĕ «Хыпар»/ хаçат пуçарнипе 1925 çулта «Çамрăк хресчен» ятпа тухнă. Ун хыççăн кăларăм ятне темиçе те улăштарнă: «Çамрăк колхозник», «Çамрăк большевик», «Çамрăк коммунист». Шел те, чăваш яшĕсемпе хĕрĕсем валли 1966 çулта хаçат кăларма пăрахнă. «Çамрăксен хаçатне» вара «Хыпар» редакторĕ Алексей Леонтьев 1996 çулта тепĕр хут йĕркелесе янă. Тĕрĕс тунă! Епле-ха апла? Чăваш çамрăкĕсен пурнăçне çутатакан чăвашла кăларăм çук. 1996 çултанпа Чăваш Енре, унăн тулашĕнче пурăнакансем «Çамрăксен хаçатне» илсе тăраççĕ. Çапла майпа, «Çамрăк хресченĕн», «Çамрăк колхозникăн», «Çамрăк большевикăн», «Çамрăк коммунистăн» тата «Çамрăксен хаçачĕн» пĕтĕмпе 6000 номер тухнă. Паян пирĕн кăларăмпа туслисене шăнкăравласа чăрмантартăмăр: «Çамрăксен хаçачĕ» вĕсен пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнать?

Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.