Инçене çывăхран курас килнĕ

19 Пуш, 2014

"Виç сăмах та пулин çыр"

Шупашкар хулинче пурăнакан Алексей Осипович Бойков паян тивĕçлĕ канура. 1957 çулхи çурла уйăхĕнче Чăваш педагогика институчĕн истори уйрăмĕн 4-мĕш курс студенчĕ йышпа Алтай тăрăхне çул тытнă. Çерем çĕрсем илĕртнĕ каччăна. Тăван çĕр-шыва инçетрен курас килнĕ, урăх халăх çыннисемпе паллашма ĕмĕтленнĕ. Укçашăн çунман, тÿлеме шантарнăран улталамасса ĕненнĕ. Çула тухмалла тесен чире те пăхман.

1957 çулта грипп эпидемийĕ алхаснă, çакна пула Алексейăн сывлăхĕ те хавшанă. Курсра комсорг пулнăран чирлĕ тесе ыттисенчен епле пăрăнса юлăн? Тухтăр патне çитнĕ вăл. Чирлĕрен сывă (хут çине çапла çырнă) пулса тăнă. Инçете кайма килтисенчен те ирĕк ыйтман. Амăшĕ ÿкĕтлесе те пăхнă. "Эпĕ комсомол ертÿçи. Манăн юлма юрамасть", – тенĕ йĕкĕт. "Апла хыпар пĕлтерме ан ман. Виç сăмах та пулин çыр", – ыйтнă амăшĕ. Шута илнĕ çакна студент, тăван Аслă Кăршкана (малтан Октябрьски районне кĕнĕ, халĕ Çĕрпÿ районĕнче) унран пĕр йĕрке çеç çырнă çырусем çитнĕ. Çеçен хиртен район центрне каякан çын тупăнсан ялан çыру парса яма тăрăшнă. Çынни васканăран вăрах кĕттерме май килмен, çавăнпа килтисене мĕн каламаллине çапла пĕлтернĕ: "Кĕске çырнăшăн каçарăр. Эпĕ ырă-сывах. Чипер юлăр".

Шупашкар çамрăкĕсен шавлă ушкăнĕ çитнĕ çул Алтай тăрăхĕнчи Белоглазов районĕнче мĕн пурĕ те виçĕ совхоз ĕçленĕ. "Папанинский" ятлине лекнĕ Алексей Бойков. Бригадăра 6 арçын, ыттисем – хĕрсем. Вĕсен хушшинче пĕр институтра тĕрлĕ факультетра вĕренекенсем те, урăх халăх çыннисем те. Чарыш юхан шывĕ çумĕнчи Озерки ялĕнче хваттерленнĕ каччăсем. Вырнаçса пĕтсенех шыва кĕме чупнă. Урасене чĕр куççи таран кăна йĕпетме пултарнă – Алтай тăвĕсенчен юхса тухакан, шăнтса яракан шыва хăнăхманран ÿт-пÿ чĕтреме пуçланă. Сип-сивĕ те тăп-тăрă шывра чулсем, пулăсем куç кĕски çинчи пекех курăннă.

Мĕне кăна вĕрентмен пулĕ инçетри пурнăç? Алексей ку таранччен ыттисен çÿçне шакла хыркаланă-ха, анчах пĕр бригадăна лекнĕ Тăвай районĕнчи Володя Прокопьева епле çÿçсĕр хăварăн? Хачăпа тата арçын турипе юлташĕн çÿç-пуçне чиперех йĕркене кĕртнĕ.

 

Икĕ алла – вун икĕ ĕç

Ĕçлесси йĕтемрен пуçланнă. Ăна тасатнă, кайран тырă хумалли пысăк ÿпле тунă. Ĕçе вĕçлесен унăн çÿллĕшне виçме ÿркенмен Алексей – 12 метр. Тăвай ачипе Володьăпа тăрă тăвакан ăстасем пулса тăнă. Ĕç хакĕпе те интересленмен маттурсем. Ӳпле тунă çĕрте аялта тăракансене пĕр тăваткал метршăн 30 пус, çÿлтисене 1 тенкĕ те 20 пус тÿлеççĕ. Тепри, тен, шарламастчĕ те, анчах Володя пĕтĕм укçана пурне те пĕр пек пайлама ыйтнă, хака уйăрттарман.

"Ĕç пуçличчен хакне ыйтăр, ăна пĕлмесĕр ан пуçăнăр. Забастовка тăвăр", – текенсем те тупăннă. Анчах инçетрен килнĕ çамрăксем вĕсен хыççăн кайман, мĕн хушнă, çавна тунă. Алексей Бойков пек ĕçшĕн çунса тăракансем çĕннине вĕреннĕ. Чул хула облаçĕнчи Юра Тюровпа комбайн хыçĕнчи урапа çине улăм пуçтарса пыма тăратнă ăна. Вăл вăхăтра комбайна трактор туртнă, хыçра урапа тата подборщик пынă. Ялта ÿснĕ, каникулта колхозра ĕçленĕ чăваш каччишĕн ку ĕç йывăр пулман. Пĕччен те ĕлкĕрсе пырасса туйнă та юлташне канма янă. Иккĕшĕ пĕрер кунран ылмашăнса ĕçленĕ.

Комбайн штурвалне куç хывнă каччă. Пĕррехинче комбайнер хăйĕн вырăнне Алексее хăварнă. Штурвал умне пуçласа ларнăскер çухалса кайман.

Пĕр çаврăм туса пĕр гектар çинчи тырра вырнă. Кунне 14-17 гектара "парăнтарнă". Кашни кун малтисен йышне лексе каччăсем вымпела тивĕçнĕ. Паха парне те – "Победа" автомашина – вĕсене лекмеллеччĕ... 7 гектар çинче вырмалли тырă юлнă, вара – çĕнтерÿçĕсем. Кунсерен илекен тухăç (гектартан 30 центнертан кая мар) та тивĕçтернĕ. Анчах 7 гектар çинче вырнă тырра йĕтеме илсе кайма машина темĕн пек кĕтсен те çитмен.

Ставрополь йĕкĕчĕ чăваш каччине чылай вăрттăнлăха вĕрентнĕ. Лешĕ хăйсен патĕнчи МТСра аслă механик чухне утă çулассипе рекорд тунă, пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх куравне кайма тивĕçнĕ. Унăн аллине лекнĕ техника чăхăмламасăр ĕçленĕ. Алексей унран механизмсене çу сĕрме вĕреннĕ. Пĕрне – 2, теприне – 4, виççĕмĕшне 6 сехетрен сĕрсе тăнă. Тутăх пĕтиччен, çĕнĕ çу тухиччен. Техника вансан тĕп сăлтавне тупса тăрăшсах юсанă. Тырра элеватора ăсатмалла чухне куç тĕлне ваннă погрузчик лексенех "сиплеме" тытăннă. Кашни çĕнĕ ĕçе кăмăлпа пурнăçланăран ăна çăмăллăнах парăнтарнă. Ĕнерхи студентшăн мĕн чухлĕ кăсăклăх, çĕнĕлĕх!

 

Киле – медальпе

"Кахалраххисем пач пулман-и вара çерем çĕрсене уçма кайнисен хушшинче?" – пĕлес килет манăн. "Пирĕн ушкăнра пĕр еврейка пурччĕ, – хуравлать Алексей Осипович. – Ял хуçалăхĕнче ĕçлесе курманскер пулнă ĕнтĕ. Чăваш пединститутĕнчен пĕрле килнĕ Мататова хушаматлă таджик хĕрĕ те çав ĕç тĕлне пĕлмен". Çавах каялла киле кайнисене ас тумасть ветеран. Наянраххисене "яратпăр" тесе хăратнă, чăннипе çапла туман, хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисем те пулман.

Нумайăшĕ хăйне ĕçре кăтартма тăрăшнă. Акă Володя Прокопьев, Яков Остеров, Петр Андрейцев машина çине пĕр кунра савукпа (алă вĕççĕн) 40 машина тырă тиенĕ. Маттурсем çинчен Алексей Бойков район хаçатне çырса пĕлтернĕ.

Вăхăт çитсен киле пуçтарăннă май ĕçлекенсене укçасăр пуçне тырă панă. Тăван республикăна çитсен тырра тĕрлĕ чукун çул станцийĕнче илнĕ. Алексей Бойков ашшĕ унти чĕр тавара вырăнти колхоз ячĕпе тÿрех патшалăха панă, кайран тырра ял хуçалăх предприятийĕ тавăрса панă.

Алтайра пĕр уйăх ытла ĕçлесе студент "Çерем çĕрсене уçнăшăн" медальпе, парнесемпе киле таврăннă.

 

Çемçе тÿшекпе кĕтмен

1960 çулта Казахстанри çерем çĕрсене уçма чăваш ачисене Алексей Бойков хăй ертсе кайнă. Отряда студентсем те, ĕçлекен çамрăксем те лекнĕ. Çаксене тахăшĕ инçетре апат-çимĕçпе, çемçе тÿшек сарса кĕтсе илессе шантарнă. Çавăнпах Павлодар хулине çитичченех хăшĕ-пĕри илнĕ апата пăрахнă. Алексей Осипович асăрхаттарсан та хăлхана чикмен. Тÿрре тухнă унăн сăмахĕ: ниçта та апат-çимĕçпе кĕтмен. Пĕринче выçăскерсене апатлантарма ÿкĕтлесех лавккапа столовăя уçтарма тивнĕ.

Çамрăксен пĕр ушкăнĕ совхоза маларах ларса кайнă. Анчах вĕсем вырăна вăхăтра çитеймен. Шырама лекнĕ. Пилĕк çухрăмран çул çинче хĕр выртнине асăрханă, темиçе çухрăмран – тепĕр çамрăка. Выçăскерсем вăй пĕтнипе малалла утайман.

Вырăна çитсен нимĕнле тÿшек те курман, апачĕ те пулман. Шăшисем чупса çÿренĕ вăрлăх складне тасатнă та утă хунă, ун çине брезент сарса çывăрма выртнă.

Куйбышев районĕнчи "Коминтерн" совхозра, кайран ытти хуçалăхра хăй те ĕçленĕ, çамрăксене те ĕçлеттернĕ паянхи ветеран. Нимĕнле пулăшуран та пăрăнман.

Мыскарасем те курнă. Ларион Козин çамрăк çыравçă акă каярах юлса пынă, ĕç ыйтнă. Алексей Осипович ăна кÿршĕ хуçалăх бригадине В. Никитин (Станьял) патне янă. Лешĕ студента мунча хутма хушнă. Апатланнă хыççăн ĕçлекенсем мунча çинчен ĕмĕтленнĕ, анчах шаннă кайăк йăвара пулман. Мунчана вĕри тăвас тесе каччă нумай хутнă. Тăм çапса тунă хуралтă çакна чăтайман, çунса кайнă. Мунчасăрах юлнă вара.

Пĕр çĕрте ĕçленипе çырлахман чăваш çамрăкĕсем. Кăнтăрла тырă пуссинче тар тăкнă хыççăн ял хуçалăх институчĕн студенчĕсем хăйсен ирĕкĕпе куккурус уйне тухнă.

Алексей Бойков маттурсемпе мухтаннă, теприсене, кирлĕ чухне, ăс пама тивнĕ. Паха опыт илни малашнехи пурнăçра çынсемпе ĕçлеме пулăшнă. "Пур халăх та ĕçчен, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пулать", – тет вăл иртнине аса илсе.


Ирина Никитина.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.