Брокколи купăсти пирки сăмах хускатнăччĕ хаçатра. Ăна еплерех акса тумалли çинчен тĕплĕнрех çырса кăлармăр-ши?
Григорий КОНСТАНТИНОВ.
Красноармейски районĕ.
Брокколи - эпир акма хăнăхнă шурă пуçлă купăста пекех ансат ÿсен-тăран. Унăн тăван çĕршывĕ - Вăтаçĕр тинĕсĕн тăрăхĕ. Рим империйĕнче ăна 2 пин çул каяллах çитĕнтернĕ. Усламçă американсем брокколи пахалăхне тивĕçлипе хакланă. Ăна хăйсен валли çеç мар, сутса тупăш тумалăх та çитĕнтерме пуçланă.
Сысна çурине пасарта туяннă чухне мĕн пăхмалла? Çурасене çĕпрепе ÿстереççĕ теççĕ те, иккĕленетĕп.
Алина КРАСНОВА.
Хĕрлĕ Чутай районĕ.
1. Сысна çурин пуçĕ, янахĕ тĕрĕс вырнаçнă-и? Асав шăлĕсене катнă-и? Çăварăн асав шăлĕсене 2-3 кунра чухнех катмалла. Асав шăлсем хăмăр тĕслĕ, шăл ретĕнчен кăнтарса тăраççĕ. Вĕсем пурри çурана пăхассине йывăрлатать.
Чăхсен урисем кукшаланса кайрĕç. Чăх сутса çÿрекенсем "грибки" тесе каларĕç. Мĕнле ирттемелле-ши ку чире?
З.И.ПЕТРОВА.
Шупашкар районĕ.
Çыруран ку мĕнле чир иккенне тĕрĕс палăртаймăн. Ура кукшаланасси тĕрлĕ сăлтавпа çыхăнма пултарать. Кăмпа чирĕсĕр пуçне ура сăвăсĕ ерет чăхсене. Сăвăс чăх урисен çиелти ÿтне сиенлет. Урасем сийленсе-хупăланса тăраççĕ.
Çак тимреленнĕ тĕлсене хырса пăрахма юрамасть. Чир сывă чăхсене те ерме пултарать.