Чăх урине сиплемеллех

23 Ака, 2015

Чăхсен урисем кукшаланса кайрĕç. Чăх сутса çÿрекенсем "грибки" тесе каларĕç. Мĕнле ирттемелле-ши ку чире?

З.И.ПЕТРОВА.

Шупашкар районĕ.

Çыруран ку мĕнле чир иккенне тĕрĕс палăртаймăн. Ура кукшаланасси тĕрлĕ сăлтавпа çыхăнма пултарать. Кăмпа чирĕсĕр пуçне ура сăвăсĕ ерет чăхсене. Сăвăс чăх урисен çиелти ÿтне сиенлет. Урасем сийленсе-хупăланса тăраççĕ.

Çак тимреленнĕ тĕлсене хырса пăрахма юрамасть. Чир сывă чăхсене те ерме пултарать.

Сиплев, 1. Тимреллĕ вырăнсене вазелинпа сăтăрса сĕрмелле е ача шампунĕпе çемçе шăл щеткипе çумалла. 2. Сăвăса вĕлерме чăх урисене 76: медицина спиртĕнче пĕр минута яхăн тытмалла. Ăна эрнере пĕрре тăватă-пилĕк эрне пурнăçламалла. Спиртра тытнă хыççăн вазелин сĕрмелле, вăл та сăвăса пĕтерме пулăшать. Ветеринарсем хăшпĕр чухне Ивермектин сĕнеççĕ. Унпа чăх мăйне, кĕлеткине сĕрмелле. Ку эмел сăвăса çеç мар, ытти хăшпĕр паразита та пĕтерме пулăшать. Сипленĕ майăн чăх урисем çулталăк хушшинче йăлтах тÿрленсе çитмелле.

Профилактика тĕлĕшĕпе чăх-чĕп усракан вырăна тĕплĕн тасатмалла, дезинфекцилемелле. Чĕпĕсене чирлĕ чăхсемпе пĕрле яма юрамасть. Апат пахалăхне тĕрĕс йĕркелемелле.

Çыру тăрăх сирĕн чăхсем шăпах çырса кăтартнă чирпе нушаланнă пек туйăнать. Енчен те чăхсен кăмпа чирĕ пулсан вĕсене микосептин маçĕпе сĕрмелле. Ветеринари аптекисенче кăмпа чирне пĕтерекен урăх эмел туянмалла. Унпа инструкцире çырнă пек сиплемелле. Чăхсене тытакан витене тасатса тирпейлемелле, дезинфекцилемелле.

Чирлĕ чăха ветеринара кăтартма тăрăшăр. Вăл сире тĕрĕс диагноз лартма пулăшĕ. Тĕрĕс диагноза пĕлни чире мĕнле сиплессине уçăмлатать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.