Вăрçă ахрăмĕ

2 Утă, 2015

“Эдик алăк уçса кĕрессĕн туйăнать...”

Вăрмар районĕнчи Чĕкету ялĕнче кун кунлакан Надежда Сорокина пĕртен-пĕр ывăлне Эдуарда салтака ăсатнăранпа 21 çул хыçа юлнă. Çимĕк каçхине ывăлне алшăлли çакса, каялла тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çиттĕр тесе пил парса ăсатнă чухне амăшĕ, чĕри уйрăлăва сиссе канăçсăррăн тапнă пулсан та, усала сисмен. Çÿллĕ те тĕреклĕ салтакăн киле чĕрĕ-сывă çаврăнса çитмеллеччĕ те... Чечня вăрçи мĕн чуль амăшĕн чĕрине куççульпе çăвăнтарчĕ. Малалла вулас...

28 Утă, 2014

Суран часах тÿрленмĕ

...Кама кирлĕ эпир пурнăçра? Никама та. Пурте çурăмпа çаврăнса тăчĕç. Николай сусăррисен урапине пÿлĕм тăрăх хуллен кустарать те чÿречерен пĕр авăк сăнаса ларать. Çынсем кĕтÿ яма тухнă, хĕвелпе тан вăраннă ачи-пăчи сурăх хăвалать. Эсĕ пур - ларатăн пушă пÿртре хăр тăлăххăн. Çук-çук, пĕччен кун кунламастăн.

30 Ака, 2014

Çитмĕл çул иртсен таврăнчĕ тăван киле салтак

Çуркунне. Кунсем тĕлĕнмелле хитре. Ир пуçласа каçчен хĕвел пăхать. Ăшă. Кăнтăрла çурт тăррисенчен шăпăртатса тумла юхать. Каç енне çеç кăшт шăнтать çанталăк.

Шупашкарта пурăнакан Николай Алексеевич ĕç хыççăн паян та яланхиллех килне васкарĕ. Акă алăкран кĕнĕ-кĕмен унăн телефонĕ шăнкăртатрĕ. Кил хуçине палламан номер шухăша ячĕ.

Пĕррехинче... çурхи лăпкă каç...

Pages