Çитмĕл çул иртсен таврăнчĕ тăван киле салтак

Çуркунне. Кунсем тĕлĕнмелле хитре. Ир пуçласа каçчен хĕвел пăхать. Ăшă. Кăнтăрла çурт тăррисенчен шăпăртатса тумла юхать. Каç енне çеç кăшт шăнтать çанталăк.

Шупашкарта пурăнакан Николай Алексеевич ĕç хыççăн паян та яланхиллех килне васкарĕ. Акă алăкран кĕнĕ-кĕмен унăн телефонĕ шăнкăртатрĕ. Кил хуçине палламан номер шухăша ячĕ.

Пĕррехинче... çурхи лăпкă каç...

– Ырă кун пултăр! Чăрмантарнăшăн каçарăр, тархасшăн. Сирĕн аслаçăр, Иван Филиппович Филиппов, шăпипе интересленетпĕр-ха. Ун пирки мĕн те пулин калама пултаратăр-и? – тÿрех кăсăкланчĕ палламан çын.

Николай Алексеевич пăлханса кайрĕ. Пичĕ тăруках пĕçернине, чĕри хăвăрттăн кăлтлатса тапнине туйрĕ.

– Вăрçă вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă вăл... Унтанпа шыв-шур та чылай юхрĕ авă. Тĕрĕссипе, атте те ытлашши темех пĕлместчĕ... эпĕ те сире пулăшаймастăп, – хуравларĕ чĕтренсе тухакан сассипе.

– Çапах та сирĕнпе тĕл пулса калаçмалла. Пĕрле питех те кирлĕ ĕç тумалла, – терĕ вăл унăн адресне ыйтнă май.

Хырăм выççи те иртсе кайрĕ Николай Алексеевичăн. Хăй валли вырăн тупаймасăр унталла-кунталла уткаларĕ. Чăн та, кĕтмен хăнасем тепĕр икĕ сехетрен çитрĕç.

– Эпир Тверь хулинчи «Паттăрлăх» шырав ушкăнĕнчен. Аслаçăрăн шăм-шакĕсене Зубцов районĕнчи Веригино ял çывăхĕнче пĕлтĕрех тупнă. Медальонра салтак пирки çырни те йăлтах вуланать. Анчах унăн хушамачĕ сирĕн евĕр пулманран йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Çапах та шанчăка çухатмарăмăр, Иван Филиппович çуралса ÿснĕ тăрăха Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Вĕренере çитрĕмĕр. Халăхпа калаçса, унăн мăнукне, сире, шыраса тупрăмăрах, – ăнлантарма тытăнчĕç хайхискерсем.

– Кун пекки юмахра кăна пулать ахăрт-нех. Тем, ĕненессĕмех килмест. Хама аçа-çиçĕм çапнă пекех туятăп халĕ, – çаплах пуçне пăркаларĕ Николай Алексеевич тăна кĕреймесĕр.

Лешсем ăна аслашшĕн сăн ÿкерчĕкĕсене умлă-хыçлă кăтартма тытăнчĕç. Тинех Николай Алексеевич чунĕ çемçелсе кайрĕ, куçĕ куççульпе тулчĕ.

– Пирĕн асатте Тăван çĕр-шыва хÿтĕ-лесе паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ... – терĕ сăн ÿкерчĕке чĕтрекен аллипе тытса. – Ак халĕ унăн шăммисене тупнине калатăр. Питĕ хаклă, чуна хускатакан хыпар пĕлтертĕр эсир. Тавах... Шел, çак куна атте кĕтсе илеймерĕ... Çапла, асаттен виçĕ ачи Филиппов, тепĕр виççĕшĕ, çав шутра ман атте те, Иванов хушаматпа çÿренĕ. Асаттен пилĕк ачи çĕр çинче çук ĕнтĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Юля – Челябинскра. Вăл та ватăлса хавшанă. Тăтăш чирлет.

– Тепрер уйăхран документсем хатĕр пулаççĕ. Аслаçăр шăм-шакне пырса илме хатĕрленĕр. Çыхăнăва татас марччĕ, – тесе сыв пуллашрĕç шырав ушкăн çыннисем.

Капланнă куççульне урăх тытса тăраймарĕ Николай Алексеевич, пичĕ тăрăх тăварлă куççуль юхса анчĕ. Савăнăç куççулĕ... Вăхăта сая ямасăр Австрире пурăнакан йăмăкĕ патне шăнкăравласа тĕлĕнмелле ырă хыпара пĕлтерчĕ.

– Ах... – терĕ Юля та çухалса кайса. – Пĕтĕм ĕç-пуçа пăрахса тăван тăрăха пыратăп... Асатте патне Тверь хулине пĕрле кайăпăр. Пирĕншĕн вăл йăх тымарĕ пулнă, эпир – унăн турачĕсем.

Йăванăм, ăçта эсĕ?! Мĕншĕн киле таврăнмастă-ă-ăн?

Çĕр-шыва калама çук хаяр та тискер тăшман тапăнса кĕрсен яла повесткăсем килме тытăннă. Хĕрĕх пĕррери нумай ача ашшĕ Иван Филиппов та хăй ирĕкĕпе вăрçа каяс тĕллевлине пĕлтернĕ.

– Кайма тивĕçлисем пурте кутамкка çакса, тăванĕсемпе сыв пуллашса инçе çула пуçтарăнаççĕ. Манăн вĕсенчен мĕншĕн уйрăм пулмалла-ха? Тата... кашни ар çыннăнах, вăл сывă пулсан, нимĕçсене çапса аркатасси пирки ĕмĕтленмелле. Тăван çĕр-шывшăн. Эсĕ вара тĕпренчĕк– сене лайăх пăхма тăрăш, эпĕ таврăниччен ырă-сывă пулччăр вĕсем, – тесе мăшăрĕ-пе, Анна Якимовнăпа, сыв пуллашнă та тухса кайнă.

...1945 çул. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ. Çак кун кулă-савăнăç мĕн иккенне пĕлмен кăкăр ачи те амăшĕн асаплă пичĕ çинче пĕрремĕш хут савăнăç асăрхаса кулма вĕреннĕ ахăртнех. Тăватă çул хушшинче мĕнле йывăр вăхăтра та ывăнтăм темен никам та. Тар тăкса ĕçлесе те хуçăлса ÿкмен хĕрсемпе хĕр арăмсем савăнăçлă хыпара илтсен сасартăках хăйсем чăн-чăнах халтан кайнине туйса илнĕ. Тинех пĕрре ларса канма юранине пĕлсе лăштах сывласа янă. Яла салтаксем таврăнма тытăннă. Анна Якимовна та ачисемпе: Наçтуçпа, Кĕтерукпа, Элекçейпе, Михаляпа, Литукпа тата Юльккапа кашни кун уй хапхи патне тухса мăшăрне чăтăмсăррăн кĕтнĕ. «Ах, фронта кайнăранпа та ун пирки хыпар пулмарĕ. Килет пуль-ха, килет пуль. Çынсен мăшăрĕсем, авă, уксах-чăлах пулин те çитеççĕ тăван тăрăха», – тесе хăйне лăплантарса пысăк шанчăкпа пурăннă. 1947 çулхине çеç вăл хыпарсăр çухалнă çинчен калакан хута илнĕ.

– Йăван! Ăçта-ши эсĕ?! Мĕншĕн киле таврăнмастă-ă-ăн? Хам çĕре кĕриччен куç хĕррипе пулин те курса юласчĕ-çке сана-а-а... – тесе кашни кун хÿхленĕ.

1971 çулхине, мăшăрне кĕтсе илеймесĕ-рех, çĕре кĕнĕ салтак арăмĕ.

...Çурма тăлăх ÿснĕ Алексей Иванович яланах ашшĕне аса илнĕ. Çимĕкре чухне амăшĕн вил тăпри умĕнче темччен куççульленнĕ вăл.

– Ах, аннеçĕм, пире ултă ачана пĕчченех ура çине тăратрăн вĕт-ха. Хура-шуррине те нумай ас тиврĕн, çапах нăйкăшнине илтмерĕмĕр санран. Шел, атте çумĕнче ÿсеймерĕмĕр. Тата та хурланмалли, унăн вил тăприйĕ ăçта пулнине те чухлаймастпăр. Эх, пĕлнĕ пулсан-и? Ун патне кайса чун ыратăвне куççуль витĕр кăларнă пулăттăм. Ĕнтĕ хам та ватăлтăм. Шанчăкĕ те Коля ывăлăмпа Юля хĕрĕмре кăна. Вĕсем унта-кунта çыру çырса атте çинчен мĕн те пулин пĕлессе шансах тăратăп. Виличчен ун çинчен пĕр хыпар та пулин илтесчĕ. Ах, кăкăрта тем шыçса хăпарнă пек, тан тапнă пек тапса, ыратса килчĕ, – тенĕ юнашар ларакан ачисем çине хурлăхлă куçĕсемпе пăхса.

Шел, Алексей Ивановичăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймен. Ашшĕ пирки нимĕн илтеймесĕрех çĕре кĕнĕ.

...Паттăр салтакăн, Иван Филиппович Филипповăн, шăмми-шаккине шырав ушкăнĕ тупнине пĕлсен ял халăхĕ те тĕлĕнчĕ. «Чăнах, тĕлĕкри пек. Çитмĕл çул иртсен мăнукĕсем валли ырă хыпар тупăнчĕ вĕт», – терĕ хăшĕ-пĕри шухăша путса. «Эх, телей вĕт ку! Манăн асатте те вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Тен, çакнашкал хастарсем ăна та тупма пултарĕç», – ĕмĕтленчĕ тата тепри те.

...Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Вĕренерте 1900 çулта çут тĕнчене килнĕ Иван Филипповича ас тăвакан сахал. Ялти чи ватă çын та, тăхăр вуннăри Ирина Васильевна Васильева, нимех те калаймарĕ. «Лавкка тытнине пĕлетĕп. Хăйне те тĕтреллĕ çеç ас тăватăп. Ах, урăх нимпе те пулăшаймастăп», – тесе пуçне пăркаларĕ пĕчĕк пахчари йывăç турачĕсене тасатаканскер.

 

Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ...

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Тверь хулинче «Асăну вахти – 2014» уçăлнă. Мероприятие вăрçă ветеранĕсем, Тверь облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Андрей Шевелев, «Паттăрлăх» центр ертÿçи Сергей Титков, шырав ушкăнĕсен ертÿçисем, çарпа патриот клубĕсен членĕсем, Тверьти Суворов училищин курсанчĕсем, студентсемпе шкул ачисем хутшăннă.

Тверь тăрăхĕнче 1988 çулта «Паттăрлăх» çарпа патриот центрĕ уçăлсан, шырав юхăмне те йĕркелесе янă. Çулталăк вĕçнелле 6 шырав ушкăнĕ тухăçлă вăй хума тытăннă. Паянхи кун вара çакнашкал ырă ĕç тăвакансен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ. Иртнĕ вăхăтра хастарсем 50 пин совет салтакĕпе офицерĕн шăмми-шаккине тупнă.

Ку мероприятире Тверь çĕрĕ çинче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ икĕ салтакăн шăмми-шаккипе докуменчĕсене тăванĕ-сене çитерсе панă. Чăваш Енри Иван Филиппович Филипповпа Красноярск тăрăхĕнчи Макар Давыдович Животов 1941 çулхине хаяр çапăçусенче хыпарсăр çухалнă. Вĕсене, 70 çул ытла çĕр айĕнче выртнăскерсене, çарпа патриот клубĕн хастарĕсем шыраса тупнă.

Иван Филиппов салтак юлашкийĕсене илме мăнукĕсем, Николай Алексеевич Ивановпа Юлия Алексеевна Афанасьева, Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан «Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» организаци членĕсем Иван Николаевич Николаев, Юрий Михайлович Охотников, Сергей Иванович Музяков тата Чăваш Енре нумай çул пушар хуралĕнче вăй хунă Василий Николаевич Нягин полковниксем пынă. Мускаври çар университечĕн курсанчĕсем Екатерина Колесовăпа Екатерина Круглова та паттăр салтака хисеплесе унта çитме хапăл тунă.

Мероприятире чăваш офицерĕсем те сăмах илнĕ.

– Афган тата Чечня вăрçи витĕр тухса, умри йывăрлăха çĕнтерсе паян çакнашкал мероприятие килни маншăн – пысăк чыс. Пирĕн асаттесемпе кукаçисем вăрçăра юлашки юн тумламĕ, юлашки патрон, юлашки граната юлмиччен кĕрешнĕ. Тăшман, паллах, пирĕннисене шелсĕр пĕтерме, çапса хуçма ĕмĕтленнĕ. Темле йывăр пулсан та хĕрлĕ армеецсем каялла чакма шутламан. Вĕсем тăшмана хамăр çĕр çинчен пĕр çын юлмиччен хăваланă, çапăçусенче арăслан пек паттăр пулнă. Тăван çĕр-шывшăн кашни кун, кашни сехетре, кашни утăмра кар тăнă. Паттăрла вилнисене, çав шутра Иван Филипповича та, ĕмĕр асра тытăпăр. Хастар салтаксене юлашки çула ăсатасси те – пирĕн тивĕç, – тенĕ хăюлăхпа паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» тата Суворов медалĕсене тивĕçнĕ Юрий Михайлович Охотников.

Чечня вăрçинче «Паттăрлăх» орденне тивĕçнĕ Сергей Иванович Музяков сăмахĕ те пурин чунне те пырса тивнĕ.

– Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ тени тĕрĕсех. Вун-вун çул, ĕмĕрсем иртсен те эпир вĕсене манмастпăр. Асра тытатпăр. Акă пирĕн ентеш те çитмĕл çул иртрĕ пулин те – тупăнчĕ! Çакă унăн тăванĕсене кăна мар, пире те, çар çыннисене, чыс кÿрет. Унсăр пуçне пĕтĕм чăваш халăхне, ял-йыша мăнаçлантарать. Шырав ушкăнĕнчи çамрăксем мĕн тери пысăк та пархатарлă ĕç тăваççĕ. Малашне те вĕсем, çур ĕмĕр иртсе те тăванĕсене кĕтсе илейменнисен шанчăкне тÿрре кăларасса шанатпăр, – тенĕ вăл.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине пула ашшĕсĕр ÿснĕ Иван Николаевич Николаев та шырав ушкăнĕ хастар ĕçленĕрен тĕлĕнсе пĕтереймен.

– Вышкайсăр пысăк ĕç тăваççĕ. Йăлтах Тăван çĕр-шывшăн, халăхшăн, – пĕтĕмлетнĕ вăл хăй шухăшне.

 

Оркестр хурлăхлă кĕвĕ каларĕ...

Чыспа пытарчĕç Иван Филиппович Филипповăн шăммисене тăван масара мăшăрĕпе юнашар. Оркестр хурлăхлă кĕвĕ каларĕ, таврара салют сасси кĕрлерĕ... Çар çыннисем, шкул ачисем, ял халăхĕ паттăр салтак чунĕ хăйĕн тăрăхне килсе ĕмĕрлĕ-хе канлĕх тупнишĕн лăштах сывласа ячĕ.

– Асаттерен юлнă япалисене, çав шутра кашăкне те, музее парас тĕллевлĕ. Ан тив, паянхи çамрăк ăру ентешĕн паттăрлăхĕ-пе мухтантăр, ун пек паттăр салтак пулма ĕмĕтлентĕр, – терĕç мăнукĕсем шывланнă куçĕсене шăлса. – Асаттене юлашки çула ăсатма пулăшнă çынсене çĕре çити пуç тайса тем пысăкăш тав сăмахĕ калатпăр.

Вăрçăра хыпарсăр çухалнă аслашшĕ-кукашшĕсене Вăрмарсем паян та шыраççĕ. Унччен те авă шырав ушкăнĕсем хастар ĕçленĕрен ку тăрăха икĕ салтак юлашкийĕсене 1974 тата 2010 çулсенче илсе килсе пытарнăччĕ. Иван Филиппов вара – виççĕмĕш çын.

 

Вăрмар районĕ,

Çĕнĕ Вĕренер.

Элиза ВАЛАНС

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.