Уçă калаçу

18 Чÿк, 2016

Коммунизм тăваймарăмăр, Америкăран иртеймерĕмĕр

"Уçă калаçăвăн" паянхи хăни — КПСС Хĕрлĕ Чутай райкомĕн секретарĕ, иккĕмĕш секретарĕ, Комсомольски тата Çĕрпÿ райкомĕсен пĕрремĕш секретарĕ пулнă Максим Иванович КОРОТКОВ.

7 Юпа, 2016

Шывсăр пурнăç çук

Шупашкарти 38-мĕш шкулта ачасене вĕрентекен Иван Степанович ДУБАНОВ çырнă «Водоемы Чувашии» кĕнеке-альбом кун çути курчĕ. Ăна пичете Чăваш кĕнеке издательстви хатĕрленĕ, Федерацин пичет тата массăллă коммуникацисен агентстви регионсен таврапĕлÿ литературин пĕтĕм Раççейри «Пĕчĕк тăван çĕршыв» XII конкурсне хутшăнма тăратнă. Кăларăм «Тăван çĕршыв сăн-сăпачĕ» номинацире диплома тивĕçнĕ. Халăхсен хушшинчи кĕнеке фестивалĕнче /Мускавра иртнĕ/ ăна издательство директорне Валерий Комиссарова панă. Республикăра пичетленнĕскер Раççей шайĕнче пысăк сума тивĕçни паха.т Çавăнпа авторпа пĕрле кĕнеке-альбомра çутатнă ыйтусене тишкертĕмĕр.

19 Çурла, 2016

Завода хĕвел те ăшăтнă, кăра çил те силленĕ

Шупашкарти промышленноç тракторĕсен заводне 1972 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче тума пуçланă. 1975 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче цехран пĕрремĕш трактор — Т-330 бульдозер — тухнă. 1993 çулта çĕнĕ харпăрлăхçăсем укçа хывса «Промтрактор» АУО туса хунă.

17 Çу, 2016

Ислюков Хрущевпа пĕр чĕлхе мĕншĕн тупайман?

КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тата Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн председателĕнче 1955-1985 çулсенче ĕçленĕ Семен Матвеевич ИСЛЮКОВА пĕл­мен ветеран республикăра çук. Вăл çуралнăранпа 101 çул çитрĕ.

11 Çу, 2016

Виктор ГОРБУНОВ: Тÿпере çăлтăрсем çуталаççĕ пулсан – ку ахальтен мар

Чылай чухне предприяти директорĕсем цифрăсемпе статистикăна мала хурса типпĕн те кичеммĕн калаçаççĕ. Чукун çулăн пĕрлештернĕ хуçалăхĕн генеральнăй директорĕ, Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Виктор Горбунов пачах ун пеккисен йышĕнчен мар. Унăн кашни сăмахĕнче пурнăç çине тĕплĕн пăхни, кашни ĕç-пуçа философ куçĕпе хаклани палăрать. Ахальтен мар-тăр — яваплă должноçа йышăннă, «халăх тарçи» пулса çĕр-çĕр ыйтăва татса пама майсем шыранă хушăрах вăл поэзипе интересленет, чун-чĕринчен тарăн шухăшлă сăвă йĕркисем шăратса кăларать.

Pages