Комментари хушас

17 Çу, 2016

Ислюков Хрущевпа пĕр чĕлхе мĕншĕн тупайман?

КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тата Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн председателĕнче 1955-1985 çулсенче ĕçленĕ Семен Матвеевич ИСЛЮКОВА пĕл­мен ветеран республикăра çук. Вăл çуралнăранпа 101 çул çитрĕ. Парти, совет, комсомол органĕсенче нумай çул тăрăшнă Алексей Осипович БОЙКОВ пĕр хушă пĕрремĕш секретарĕн С.Ислюковăн пулăшуçи пулнă. Унăн пурнăçĕнчи кăсăклă самантсем çинчен каласа пачĕ.

— Ăçта çуралнă, вĕреннĕ вăл?

— Тутарстанра, Хусанти юридици институтĕнче /1934-1939 çç./. Аспирантурăра юлнă. Ăна пĕтерме паман, КПСС Тĕп Комитечĕн аслă шкулĕнче пĕлÿ илме куçарнă. 1941 çулхи çурла уйăхĕнче Чăваш Ене ĕçлеме янă. Республика экономикине аталантарассишĕн, халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн 40 çул ытла ĕçленĕ.

— Вăл ертсе пынипе мĕнле объектсем хута янă?

— Тракторсем валли саппас пайсем, электромеханизмсене ĕçлеттермелли, электричество вăйне палăртмалли приборсем, машинăсем, тимĕр-бетон конструкцийĕсем хатĕрлекен, «Чăвашкабель», «Химпром», «Химтекстильмаш», «Контур», «Энергозапчасть» заводсем, ТЭЦ, чăлха-трикотаж, арлакан çип фабрикисем /Шупашкар/, «Электроавтомат», музыка сăпрайĕсен тата хут завочĕсем /Улатăр/, сăрă, пластмасса изделийĕсем, электропогрузчиксем тăвакан заводсем /Канаш/, Шупашкарти, Вăрнарти, Çĕмĕрлери аш-какай комбиначĕсем, ытти предприяти-организаци.

— Шкулсем тутарман-и?

— Университет уçас шухăш чи малтан унăн пуçĕнче тĕвĕленнĕ. Тĕллевне пурнăçлассишĕн нумай тăрăшрĕ. Малтан ЧПУра врачсене хатĕрлемешкĕн каçхи уйрăм çеç йĕркелеме ĕмĕтленнĕ. Кайран медицина факультетнех турĕç. Ислюков çине тăнипе Пĕтĕм Союзри реле тăвас ĕçĕн наука-тĕпчев институтне, Мускаври энергетика институчĕн Атăлçи филиалне никĕсленĕ.

 

Çыравçăсене куçран вĕçертмен

— Пурнăçĕнче культурăпа искусство мĕнле вырăн йышăннă?

— Вăл Чăваш патшалăх академи, вырăс драма, оперăпа балет театрĕсен, филармонин, музейсемпе библиотекăсен çурчĕсене тутарнă. Шел, ырă ĕçĕсене хăшĕ-пĕри манă­çа кăларчĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн пенсийĕ çумне уйăхсерен нумаях мар хушса тÿлемеллеччĕ. Çĕршыв аталанăвĕ тĕлĕшпе хăйĕн шухăшне улăштарманран юриех памарĕç. 1987 çулта ăна халăх юратакан В.Кузьмина артисткăн юбилей каçне пыма йыхравланă. Чăваш театрĕн тĕп алăкне уçать те — иккĕн пÿлеççĕ. «Пуçлăхсем шала никама та кĕртме хушман. Мучи, таплаттар килне!» — хушнă Ислюкова. Çапах лешĕ алăк умĕнче шăнса тăнă. Тепĕртакран хуралçăсенчен пĕри шелленĕ-тĕр — зала кĕртнĕ. Ислюков ларма вырăн шыранине асăрхаса эпĕ ура çине тăтăм. Анчах вăл залран тухма ĕлкĕрчĕ. Вырăн пулманран килне таврăннине кайран пĕлтĕм.

— Пултарулăх çыннисемпе мĕнле хутшăннă?

— Писательсен союзĕн правленийĕн ĕçĕпе тăтăш кăсăкланнă. Çыравçăсен съезчĕсенче, пухăвĕсенче лайăхрах произведенисем çырма усăллă сĕнÿсем панă. П.Хусанкайпа, Я.Ухсайпа, И.Максимов-Кошкинскипе, И.Кузнецовпа, П.Осиповпа, М.Сироткинпа, вĕсен çемйисемпе, С.Элкерпе, А.Алкапа, ытти писательпе туслă пурăннă, литература произведенийĕсене, спектакльсене хак панă.

— Чăваш кĕнеке издательстви кăларакан кĕнекесен пахалăхĕпе кăсăкланнă-и?

— Çутĕç министрĕ пулнă Г.Сидоров каласа панă тăрăх — И.Сталин культне парти съездĕнче тăрă шыв çине кăларнă хыççăн Шупашкарта Чăваш букварĕ пичетленсе тухнă. Ăна çийĕнчех ачасем патне çитернĕ. Унта «В.И.Ленин тата И.В.Сталин мавзолейĕ» ÿкерчĕк те пулнă. Çакăн çинчен такам Тĕп Комитета пĕлтернĕ. Издательство директорне И.Никифорова, çутĕç министрне тепĕр куннех обкома чĕнтернĕ. Унтан типографие кайса тĕрĕсленĕ те министерство айăплă маррине палăртнă. Издательство директорне явап тыттарнă, йăнăша тÿрлетсе букваре çĕнĕрен кăларчĕç.

— Парти, совет, ВЛКСМ валли кадрсем вĕрентсе хатĕрлес ĕçри тÿпи епле?

— Пысăк. Ислюков час-часах вĕсене аслă, ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ çамрăксенчен, тĕрлĕ мероприятие хутшăнаканнисенчен, суйласа илетчĕ. Сăмахран, пурăна киле Чăваш халăх писателĕ пулса тăнă А.Емельянов малтан комсомолра ĕçленĕ. Ăна Ислюков хăйне пулăшма штата илчĕ. КПСС Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйларĕç. Культура министрĕ, Писательсен союзĕн председателĕ таран ÿсрĕ. Ислюков вăхăтĕнче К.Серов, И.Захарцев, А.Буйволов Шупашкарти пир-авăр комбинатне, В.Чапаев ячĕллĕ пĕрлешĕве, электроаппаратура заводне, П.Румянцев 1-мĕш стройтреста, Е.Андреев, М.Долгов, В.Зайцев, С.Коротков, И.Кошкин, А.Ленин «Знамя труда», «Гвардеец», «Победа», Ленин ячĕллĕ, «Правда», «Красный луч» колхозсене чапа кăларчĕç. Ислюков сĕннипе К.Яковлева /«ЧЭАЗ»/, Л.Башкировпа Л.Яковлева /«ЗЭИП»/, И.Вишненкăна /«Электроавтомат»/, ытти чылай çынна ертÿçе уйăрса лартнă.

 

Никита волюнтаризмĕ

— Совнархозсем регионсенче лайăххине нумай тунă теççĕ.

— Тĕрĕс калаççĕ. Çапах халăх хуçалăхĕн отраслĕсем таçта çĕтеççĕ, Мускавран ертсе пыма йывăр тесе вĕсене Хрущев вăхăтĕнче пĕтерме палăртрĕç. Ислюков Горький хулинче ирттернĕ канашлура Тĕп Комитетăн çав тĕллевне тиркесе сăмах каланă. Вырăнти совнархозсене пĕтермелли вăхăт мар халĕ, начар ĕçлемеççĕ, пуçланă ĕçĕсене вĕçне çитермеллех тенĕ. Тĕп Комитетран пынисем Атăл тăрăхĕнчисене кăклама, Атăл-Вятка совнархозне /Горькире/ çеç тума ыйтнă, Ислюкова парти политикине ăнланманшăн ÿпкеленĕ. Хăшпĕрисем Хрущев вăхăтĕнче мар, Брежнев тапхăрĕнче /1968 ç./ ăна пĕрремĕш секретарьтен хăтарнине çакăнпа çыхăнтарчĕç. Эпĕ сăлтавне Ислюков центртан ытлашши /ЧПУ, ГЭС, трактор завочĕ…/ ыйтнипе ăнлантаратăп.

— Хрущев 1950 çулсенче люцерна, клевер, сĕлĕ акса çитĕнтерме чарнине, куккурус ÿстерме хушнине аслăрах ăру лайăх астăвать. Ислюков парти политикине пăхăннă-и?

— Пăхăннă. Пĕтĕмĕшле илсен Тĕп Комитет кăтартнă çулпах пынă. Паллах, куккурус çуллен нумай акнă. Мускав хăйне итлеменшĕн хытă хĕснĕ пулин те Ислюков акма чарнă культурăсен лаптăкне пĕчĕклетмен, «хăлăхсăр» председательсене хÿтĕленĕ. Л.Брежнев пÿлĕмĕнче 1964 çулта ытти пĕрремĕш секретарьпе пĕрле Ислюкова та уйрăммăн йышăннă, ăна икĕ сехет тытнă, вĕсем Хрущев ял хуçалăхне кÿнĕ пысăк сăтăр çинчен калаçнă. Кайран пирĕн ял хуçалăх опычĕпе паллашма делегацисем килнĕ.

— Хрущев Ислюкова мĕншĕн пĕрмай тапăннă?

— Вăл Горькири канашлу хыççăн совнархозсен ыйтăвĕпе Семен Матвеевича Тĕп Комитетра йышăнма шантарнă. Часах Мускава чĕнтернĕ. Анчах республика-облаç совнархозĕсене упраса хăварас ыйтупа мар, вĕсене пысăклатассипе! Ислюков пĕрех хирĕçленĕ. Çакăн хыççăн Хрущев ăна канашлусенче пĕрмай мĕскĕнлетме тăрăшнă. Вунă çул хушшинче кабинетĕнче пĕрре те йышăнман. Ислюков пĕр çулхине Хрущевпа тĕл пулассишĕн йышăну пÿлĕмĕнче кунĕпех кĕтнĕ, унăн пулăшуçине эпĕ критика ыйтăвĕпе килтĕм-ха тенĕ. Хрущев пурпĕр йышăнман. Ислюкова Социализм Ĕçĕн икĕ хут Геройĕпе С.Коротковпа хирĕçтерме хăтланнă. Анчах кавар ăнман — лешсем пĕр-пĕринпе вăрçăнман. «Эпĕ сан çинчен нихăçан та начар каламастăп», — тенĕ Коротков Семен Матвеевича. Пирĕн ял хуçалăхĕнче ĕç начар пыманран Хрущев Ислюкова ĕçрен хăтарас ыйту лартман. Чăн та, Семен Матвеевич хăшпĕр чухне Тĕп Комитет йышăнăвне пурнăçламан. Тĕслĕхрен, 1961 çулта Мускавра ытлашши тырра пухма чрезвычайлă комисси йĕркеленĕ. Унăн ларăвне Ислюкова та чĕнтернĕ, республикăран патшалăха тырă пама ыйтнă. Эпир плана тултартăмăр, хресченрен текех тырă пухма юрамасть тенĕ вăл.

 

Кириленкăна хисеплеттернĕ

— Ял хуçалăхне еплерех пăхнă?

— Вăл вăрçă хыççăн, Ислюков пĕрремĕш секретарь пулнă çулсенче, аталанма тытăннă. Производство кăтартăвĕсем çулсерен лайăхланнă. «Сельхозтехника», «Чăвашсельстрой» пĕрлешÿсен, мелиораци организацийĕсен, яла аталантарма туса хунă пĕтĕм предприятин, колхоз-совхозăн пурлăх никĕсне тĕреклетнĕ, агротехнологи тата выльăхран продукци илес ĕç культурине ÿстернĕ. АПКпа çыхăннă ыйтусене специалистсемпе, ял çыннисемпе сÿтсе явнă.

— Патшалăх планĕсене тултарассишĕн райком секретарĕсенчен çирĕп ыйтнă-и?

— Ыйтмасан ĕç тăваймастăн. Ислюков хăйĕншĕн мар, çынсемшĕн тăрăшнă. План тулмасан пуçран шăлман. Çапах та хăшпĕр чухне вĕсене каçарнă. Пĕр çулхине тырпул начар пулчĕ. Шăмăршă районĕ патшалăха тырă памалли плана тултараймасси малтанах паллăччĕ. Президиум председателĕ С.Ислюков «Восход» колхозра курса çÿренĕ хыççăн çур çĕрте райком членĕсене, хуçалăх ертÿçисене пухнă, шăрăх кÿнĕ тăкака тишкернĕ. Мĕн тумалла? Тырă кашни гектартан 12-13 центнер çеç тухнă. Шăмăршăсем плана тултараймассине тÿрех ăнланнă, Шупашкара таврăнсан ăна пĕчĕклетме ыйтнă. Ыйтăва çапла татса панă. «Ислюков пулăшнипе вăрлăх, выльăх валли фураж хатĕрлеме май килчĕ», — аса илчĕ пĕррехинче КПСС Шăмăршă райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă И.Пугачев.

— Президиума ертсе пынă çулсенче те Ислюкова хĕстерме тăрăшнă-и?

— Тĕп Комитет секретарĕ А.Кириленко республикăна час-часах килнĕ. Парти иерархийĕнче Л.Брежневпа М.Суслов хыççăн вăл виççĕмĕш вырăнтаччĕ. Хăйĕн ĕç йĕркине планланă чухне Президиум председателĕ С.Ислюков, Министрсен Совечĕн председателĕ Л.Прокопьев умĕнче обкомăн пĕрремĕш секретарьне И.Прокопьева çапла каланă: «Эпир сирĕнпе трактор заводне кайăпăр, Советсем хăйсен ĕçĕпе аппаланччăр». Çак сăмахсене С.Ислюковпа Л.Прокопьев советсене республика пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма хутшăнтарасшăн мар тесех йышăннă. Илья Павлович Ислюковпа Прокопьевсăр канашлу ирттерни тĕрĕс маррине лайăх ăнланнăскер, вĕсене Советсен çуртĕнче юлăр темен. Часах иккĕшĕ те завода çитнĕ. Кириленко Союз министрĕсемпе пĕрле цехсенче пăхса çÿренĕ хыççăн канашлу ирттернĕ. Пĕрремĕш секретарь аллипе сĕлтсе Ислюковпа Прокопьева президиума ларма хушнă. Кĕскен, харсăрлансах хăйсене Кириленкăна хисеплеттернĕ.

— А.Николаева космонавтсен йышне илес ыйтăва татса париччен Ислюковпа калаçнă-ши?

— Пĕлместĕп. КГБ управленийĕн пуçлăхĕ Ф.Шатров Андриян çемйине, çывăх çыннисене тĕрĕслени, пĕртăванне пула Андрияна ура хума пултарасси çинчен Ислюкова пĕлтернине илтнĕ. Семен Матвеевич Мускава ярса пама хатĕрленĕ докладран тÿнтерле тĕслĕхе кăларма ыйтнă.

— Ислюков А.Николаевпа В.Терешкова çемйи саланнине ырламан пулĕ?

— Сивленĕ. Семен Ислюков, Илья тата Леонид Прокопьевсем Мускавра хăнара пулнă чухне пĕрремĕш хĕрарăм-космонавт: "Çемье саланасран эсир çеç тытса тăратăр", — тенĕ. Ислюков Андрияна хăйĕн ачи пекех йышăннă. Нумай ыйтăвне татса пама пулăшнă.

— Ислюковпа пĕрле ĕçленĕ çулсене мĕнле аса илетĕн?

— Ырăпа çеç. Мана вăл пĕрре те кÿрентермен, ĕçре пулăшса пынă, йăнăш тусан — тÿрлетнĕ. Çутă сăнарĕ яланах чун-чĕрере.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.