Завода хĕвел те ăшăтнă, кăра çил те силленĕ
Шупашкарти промышленноç тракторĕсен заводне 1972 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче тума пуçланă. 1975 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче цехран пĕрремĕш трактор — Т-330 бульдозер — тухнă. 1993 çулта çĕнĕ харпăрлăхçăсем укçа хывса «Промтрактор» АУО туса хунă. 1996 çулта унăн акцийĕсене Шупашкарти вăтам шкултан, Раççейĕн хими технологийĕн университетĕнчен вĕренсе тухнă, ертсе пыракан должноçсенче 16 çул ĕçленĕ Михаил Болотин /2006 çултанпа — «Трактор завочĕсем» концерн хуçисенчен пĕри тата генеральнăй директорĕ/ туяннă. Унăн ашшĕ Григорий Моисеевич çемйипе 1976 çулта, Павлодарти трактор завочĕн директорĕн заместителĕнче тăрăшнă чухне, Шупашкара куçса килнĕ, «ЧЗПТ» директорĕн строительство енĕпе ĕçлекен заместителĕнче 20 çул ĕçлесе завода хăпартма хутшăннă. Концерна республикăри «Промтрактор», «Промтрактор-Вакун», «Промтрактор-Промлит», «Шупашкарти агрегат завочĕ», çĕршыври тата унăн тулашĕнчи тракторпа тĕштырă пухакан комбайнсен производствине йĕркеленĕ 10 ытла предприяти кĕрет. Кризис сулăнки «Трактор завочĕсене» те пырса тиврĕ. Кăçалхи çур çулта промышленноç производствин ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăна тухрĕ пулин те концернăн республикăри предприятийĕсем ÿсĕмпе мухтанма пултараймаççĕ. Коллективăн пĕр пайне паллă мар вăхăта ĕçрен хăтарма тивнине «Хыпар» маларах пĕлтернĕччĕ. Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче М.Болотин тата пин ытла çынна кăларса ярассине пĕлтернĕ. Трактор завочĕпе тата «ЧЗПТăн» паха опычĕпе çыхăннă ыйтусене заводра цех пуçлăхĕ, партком секретарĕ, генеральнăй директор çумĕ, социаллă тата производство тĕллевĕллĕ объектсен пăхса тăракан директорĕ, юлашки çулсенче М.Болотин канашçисенчен пĕри пулнă Иван Иванович ДОЛГУШИН хуравлама килĕшрĕ.
Мингазова гендиректортан хистесех кăларнă
— «Промтракторта» ĕçсем питĕ йывăр пыраççĕ.
— Йывăрлăхсем ăçтан сиксе тухнă?
— Трактор пайĕсене тимĕртен, ытти материалран хатĕрлемелли, пухмалли çĕнĕ оборудованисем туянма иртнĕ çулсенче вăл банкран процентлă кивçен нумай миллион тенкĕлĕх илнĕ. Тракторсем ытларах сутса тупăш кирлĕ чухлĕ тăвайман пирки кредитпа çав-çавах татăлаймасть. Маларахри парăмĕсене тавăрман тесе çĕнĕ кредит памаççĕ. Чĕртавар, ыттине туянаймастпăр, ĕç укçи вăхăтра тÿлейместпĕр, налук куçараймастпăр, цехсем тулли хăватпа ĕçлеймеççĕ.
— Раççей Правительствинче «патшалăхăн трактор-машина производстви çĕршывăн чи малтан пурнăçламалли тĕллевĕсен йышĕнче» тесе пĕрре çеç мар каларĕç. Анчах çакна завод ĕçĕнче сисместпĕр-ха.
— Правительство ăна пулăшма пĕрре çеç мар шантарнă, анчах сăмаха тытмаççĕ. Пĕр тĕслĕх аса килет. «Газпром» 1990 çулсенче 400 Катерпиллер трактор туянма тĕллев тытнă. Правительство Председателĕ В.Черномырдин хăйĕн заместительне О.Сосковеца: «Мĕншĕн Шупашкар тракторĕсене туянмасть? — тенĕ. — Çитĕр завода, пĕлĕр». Килчĕ вице-премьер. Мингазов, 1987-1995 çулсенче завод директорĕ пулнăскер, ăна: «Эпир «Газпрома» 400 трактор туса пама хатĕр, халех килĕшÿ тăвар», — тенĕ. Сосковец Мускава таврăнсан «Газпром» АПШ тракторĕсенех туяннă. Мингазов производство йĕркелеме патшалăхран укçа кивçен пама ыйтрĕ. «Ямăттине хапсăнатăн, кĕмĕл ĕçлесе илме пĕлместĕн», — тесе ăна должноçран хирсех кăларчĕç.
— Патшалăх тракторсене сутма пулăшмарĕ тетĕн. Унăн АОсен акцийĕсене 100 проценчĕпех тытакан харпăрлăхçăсене укçа хыснаран уйăрма юрать-и вара?
— Юраманнине пĕлетĕп-ха. Анчах трактор завочĕ — çĕршывшăн стратегиллĕ, нумай çын вăй хуракан объекчĕ. Çакна шута илмеллех, саккунсене улăштармалла. 1990 çулсенче патшалăх пирĕн тракторсем еплерех сутăннипе питех кăсăкланмарĕ. Пасар экономикинче завода тавар вырнаçтармашкăн пулăшмалла мар терĕç-ши? Тен, тĕрĕс калаççĕ. Анчах чикĕ леш енчи компанисем Раççее кашни тракторпа пĕрле пĕр çăмăл автомашина тÿлевсĕрех ăсатнă чухне вĕсемпе тупăшса саккас тупма питĕ йывăр. Хамăрăн продукцие сахалрах вырнаçтарнăран тупăш çителĕксĕр илетпĕр.
Паян нумайăшĕ «отпускра»
— Квасов пек пайтаçăсем заводра пĕчĕк тракторсем туса кăларма сĕнчĕç. Ку çăлăнăç çулĕ мар-ши?
— Проекта пурнăçлама пĕтĕм оборудование улăштармалла. Кассăра нухрат сахал пулсан çĕнĕ производство пуçлаймастăн. Пире ура хуракан пайтах. Çапах завод ертÿлĕхĕ: «Шупашкарта «улăпсем» кăларма пуçласа йăнăш тунă», — темен. Хам та паянчченех: «Республика влаçĕ тĕп хулара трактор завочĕ тутарса чăваш халăхĕшĕн мĕн тери усăллă ĕç тунă", — тесе пурăнатăп. Иртнĕ ĕмĕрте предприятире 30 пин çын /паян 12 пин шутланать/, пысăкрах пайĕ чăвашсем вăй хунă. Ăна хута яман пулсан телей шырама урăх регионсене каятчĕç. Заводпа пĕрлех Шупашкарта 150 пин çын пурăнакан Çĕнĕ кăнтăр районĕ производство тата социаллă пурнăç объекчĕсемпе пĕрле çĕкленсе ларчĕ.
— Завода ĕçлеме чăрмантаракан сăлтав парăм çеç-ши?
— Совет тапхăрĕнче газ, электроэнерги, чĕртавар хакĕ предприятие хальхи пек пăвман. Халĕ сывлама памасть. Ют патшалăхсен тракторĕсене ун чухне чикĕ урлă çĕршыва каçарман. «ЧЗПТ» вара нумай патшалăха сутнă.
— Цехсенче ĕç шавĕ илтĕнет-и?
— Нумайăшĕн тÿлевсĕр «отпуска» паллă мар вăхăта ирĕксĕртен кайма тиврĕ. Пысăкрах пайĕ — хĕрарăмсем. Предприятин саккассем пур, анчах килĕшÿсене пурнăçлама кирлĕ чухлĕ укçа çук. Пысăк квалификациллĕ специалистсем коллективран пăрахса каясран шикленетĕп. Çемьене тăрантармалăх, тăхăнтармалăх шалу тÿлемесен пин-пин çын заводпа тунă килĕшĕве татма пултарать. Ку — «Промтракторшăн» чи хăрушши.
— Унăн «ылтăн тапхăрĕ» мĕнпе асра юлчĕ?
— Çуллен цехсенчен 2400-2500 трактор тухнă, союзлă республикăсене, Африкăна, Индие, Аргентинăна, ытти нумай патшалăха ăсатнă. План экономикинче продукцие сутассипе йывăрлăх курман. Тен, ун чухне хам çамрăк пулнăран коллектив умĕнчи тĕллевсене пурнăçлассишĕн лайăхрах ĕçленĕ пек туйăнать. Дирекци ÿсĕм тума хистекен майсемпе кашни шайра усă курнă. Специалистсен карьера картлашкипе хăпарса пырас тесен плана тултармаллаччĕ. Тултармасан пысăкрах должноçа куçарма партком ирĕк паман.
— Тĕллевсем хут çинчех юлсан мĕн тунă?
— Должноçри çынсене преми паман, ĕçрен кăларнă, парти, комсомол енĕпе айăпланă. Заводпа çыхăну йĕркеленĕ предприятисем хăшпĕр чухне пире вак комплектсемпе вăхăтра тивĕçтермен — ĕç чарăнса тăнă. Завод ВЛКСМăн ударлă стройки шутланнă. Вăл мĕнле пынине КПСС тата ВЛКСМ Тĕп Комитечĕсем, профильлĕ министерствăсем тĕрĕслесе тăнă. Вĕсенчен должноçри çынсем кашни уйăхра тенĕ пекех килетчĕç.
«ЧЗПТ» аслă стройкăна пухрĕ
— Пысăк çитĕнÿ тунă рабочисенчен камсене ырăпа аса илетĕн?
— Тĕслĕхрен, Ленин орденĕн кавалерне, КПСС съезчĕн делегатне, Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ Аркадий Михайловские. Ăна Социализм Ĕçĕн Геройĕн ятне пама хатĕрленĕччĕ. Леонид Герасимов станокпа ĕçлесе кулленхи плана яланах ирттерсе тултарнă. Ытларахăшĕ — ĕçчен те пултаруллă чăвашсем.
— Завода хăпартма тата тракторсем пухма Совет Союзĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ. Вĕсем çинчен мĕн калатăр?
— Пирĕн пата ĕçлеме 100 яхăн хуларан ятарласа янă. Мускаври, Челябинскри, Свердловскри, Волгоградри, ытти хулари техника институчĕ-техникумĕнчен, профтехучилищĕсенчен. Хамăр университет-техникумпа профтехучилищĕсенче те кадрсем хатĕрленĕ. Çуллен направленипе заводра 400-500 çамрăка йышăннă. Вĕсене пурăнма çийĕнчех общежитисене вырнаçтарнă. «ЧЗПТра» ĕçлеме çĕршыври трактор завочĕсенчен пысăк опыт пухнă инженерсемпе техниксем куçнă. Предприяти директорĕсене — Виктор Десятова, Георгий Пилярские, Ханиф Мингазова — Волгоградран, Сормовăран, Челябинскран коллектива ертсе пыма янă. Çак йыша хама та кĕртетĕп. Оренбург облаçĕнче çуралса ÿснĕскер 1973 çулччен Анат Тагил хулинчи вакунсем юсакан заводăн цех пуçлăхĕ пултăм. Çÿлте асăннисем корпуссене çĕклес, тракторсем туса кăларас ĕçе пысăк тÿпе хывнă.
Брежнев патне ямарăмăр
— Тĕп хулари трактор тăвакансен керменне завод комплексне уйăрнă укçапа туса лартнă.
— Тĕрĕс. Анчах кермен ятĕнчен «трактор тăвакансен» сăмахсене кăларса пăрахассишĕн ыйту тăратнине нумайăшĕ пĕлмест. Ку хыпара илтсенех партипе совет органĕсенче шăв-шав çĕклерĕм, завод коллективĕ керменĕн малтанхи ятнех хăварма ыйтрĕ. Влаç итлерĕ, пирвайхи ята тĕкĕнмерĕ.
— Çĕнĕ кăнтăр районне заводра ĕçлекенсем валли тунă. Унта вĕсем тата çемйисем çеç мар, ытти предприяти-организацире вăй хуракансем те хваттер пайтах илнĕ.
— Хула влаçĕ вĕсене 48 процент уйăрнă. Мускав тахăш çул завода хваттерсем тума чарчĕ. Çакна пĕлсен пурте кулянтăмăр. Коллективра влаçа хирĕçле калаçкалама тытăнчĕç. Мĕн тумалла? «Пин хушамат пухар та Брежнев ячĕпе Тĕп Комитета çыру ярар — социаллă çуртсем ÿлĕм те тутармашкăн ирĕк ыйтар», — терĕм Пилярский директора. Малтанах вăл: «Ухмаха тухмарăн-и? Çырăвна почта ещĕкне ярсанах тивĕçлĕ органсем «хÿрÿнтен» тытса пăрĕç», — тесе список пухма чарчĕ. Тепĕр кунне: «Ку ыйтăва мĕнле татса памаллине пĕлместĕп», — терĕ, коллектив ячĕпе Мускава çыру ямашкăн ирĕк пачĕ. Партком секретарĕ Станислав Шалимов тата эпĕ ертсе пынипе коллектив членĕсене алă пустарса трактор тăвакансен керменĕ, бассейн, йĕлтĕр бази тумашкăн ирĕк пама ыйтрăмăр, СССР Министрсен Совечĕн Председателĕ Николай Тихонов /çак должноçра 1980-1985 çулсенче ĕçленĕ/ патне çыру ятăмăр. Л.Брежнев ячĕпе çырма хăрарăмăр. Çырăва Тĕп Комитета çитермен пулин те КГБ часах мана «çухаран тытса çĕклерĕ». Тавах КПСС обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă Илья Павлович Прокопьева. Вăл: «Иван Долгушина ан тĕкĕнĕр, — тенĕ. — Хăйĕншĕн мар, çынсемшĕн тăрăшса список пухакансенчен пĕри пулнă». Çакăн хыççăн тин мана органсене чĕнтерме пăрахрĕç. Пĕтĕмлетсе çапла калатăп: завода хĕвел ăшăтнине те, кăра çилсем силленине те куртăм. Мускав агрегат заводне те социаллă объектсем тума чарнă. Эпир Н.Тихонов патне çыру янине агрегатчиксем таçтан пĕлсе пирĕн меслетпе усă курма план тунă, анчах çырăва заводран та кăларайман. «ЧЗПТ» çÿлте асăннă комплекссене ĕçе кĕртрĕ.
— Пĕлтĕр заводăн 40 çулхи юбилейне паллă турăр. Вăл çĕршыва тракторсемпе малашне те тивĕçтерĕ-ши е республикăра пурăнакансене нумай пурăнма сывлăх сунса хăварĕ-ши?
— «Промтрактор» алăкĕсем хупăнасси çинчен шухăшлама та хăратăп. Вăл малашне те «улăпсем» туса кăларасса çирĕп шанатăп. Правительство ăна укçа çаврăнăшне йĕркелемешкĕн банкран пысăк кредит илме пулăшсан йывăр урапа вырăнтан тапранатех.
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă
Комментари хушас