Шывсăр пурнăç çук

Шупашкарти 38-мĕш шкулта ачасене вĕрентекен Иван Степанович ДУБАНОВ çырнă «Водоемы Чувашии» кĕнеке-альбом кун çути курчĕ. Ăна пичете Чăваш кĕнеке издательстви хатĕрленĕ, Федерацин пичет тата массăллă коммуникацисен агентстви регионсен таврапĕлÿ литературин пĕтĕм Раççейри «Пĕчĕк тăван çĕршыв» XII конкурсне хутшăнма тăратнă. Кăларăм «Тăван çĕршыв сăн-сăпачĕ» номинацире диплома тивĕçнĕ. Халăхсен хушшинчи кĕнеке фестивалĕнче /Мускавра иртнĕ/ ăна издательство директорне Валерий Комиссарова панă. Республикăра пичетленнĕскер Раççей шайĕнче пысăк сума тивĕçни паха.т Çавăнпа авторпа пĕрле кĕнеке-альбомра çутатнă ыйтусене тишкертĕмĕр.

Саппас кирлĕ

— Унта хăш объектсене кĕртрĕр?

— Атăл, Сăр, Çавал, Кире, Пасна, Улатăр, Улхаш, Мăн Выл, Пăла, Энĕш, Кĕтне юханшывĕсене тĕрлĕ енчен пăхса сăнласа патăм. Республикăри 937 юханшыв 1-ер çухрăм таран, 1020-шĕ 1-5-шер çухрăма тăсăлаççĕ. Пĕрлехи тăршшĕ 8650 километр. Г.Петров ертсе пынă ушкăн 1968 çулта республика кадастрне 2356 юханшыва кĕртнĕ. 99 проценчĕ пĕчĕккисен, Кĕтне, Пăла, Мăн тата Кĕçĕн Çавал вăтаммисен, Атăлпа Сăр пысăккисен йышĕнче. Çĕршер туратлă тымара аса илтерекенсем кашни тăваткал çухрăм лаптăкра вăтамран 0,48 километр тăсăлаççĕ. Чăваш çĕрĕ çырма-çатраллă, вар-васанлă. Республикăн çурçĕр-хĕвеланăç районĕсенче пушшех. Юханшывсен вăтам хушши Çавал бассейнĕнче сарлакарах. Кăнтăр енчи Пасна юпписем çеç раснарах, ыттин самай сайраран уй-хир, улăх-çаран, çеремлĕх анлăрах.

— Малашне ĕçмелли шыв республикăра кирлĕ чухлĕ пулĕ-ши?

— Унăн саппасĕ шыв-шурпа тачă çыхăннă. Вăл çитменрен тĕнчере 1,5 миллиард çын шар курать, çуллен 5 миллион çын пурнăçран уйрăлать. Чăн та, республикăри чылай яла ĕçмелли шывпа тивĕçтерес ыйтăва шăрăх та типĕ çулсенче кăна хускататпăр. Пусă-çăлра пĕр тумлам юлман эрнесем пулаççĕ, çывăхри ялсенчен турттараççĕ. Ыйту çивĕчленессе кĕтмелле мар, шывпа тивĕçтермелли программăсене çуллен пурнăçламалла.

— Пĕри тепринпе çыхăнман-и?

— Уйрăм пулаймаççĕ. Шыв пусă-çăлра, башньăра ытларах пуçтарăнасси ялсен таврашĕнчи шыв-шуртан нумай килет. Шăрăхра пĕвесен, юханшывсен тĕпĕ витĕр курăнсан пусă-çăл та типет. Таврари юханшывсем, пĕвесем, кÿлĕсем яланах тулли пулсан пусă-çăлри шыв шайĕ те хăпарать.

Хуравне тупасчĕ

— Мĕн тумалла?

— Шухăша çирĕплетме хам çуралса ÿснĕ Вăрнар районĕнчи Çĕрпел тăрăхĕн тĕслĕхне илсе кăтартатăп. Аллă çул каялла Санар тата Сунар юханшывĕсен тăршшĕпех çăлкуçсемччĕ, шăрăхра сивĕ шывĕпе ял-йыша савăнтаратчĕç. Юлашки çулсенче те тăприне уçманран, те çĕр айĕнчи шыв шайĕ чакнăран куçĕсем питĕрĕнчĕç. Иртнĕ 30 çул хушшинче нумай шыв-шура куртăм — çăлкуçсем чылай çĕрте типнĕ. Ĕлĕк-авал, республика лаптăкĕн 90 процентне вăрман хупăрланă чухне, тăпрана хĕвел пайăркисенчен ешĕркке хÿтĕленĕрен çĕр айĕнчи шыв шайĕ шăрăхра та çÿлте тăнă. Паян республика территорийĕн виççĕмĕш пайĕ çеç вăрман, çĕршер ял таврашĕ пĕр татăк ешĕлккесĕр е йывăç-тĕмсĕр. Çавна пула тăпрари нÿрĕк шăрăх кунсем пуçланичченех пăсланса пĕтет. Шывпа пуян пулас тесен пĕве-кÿлĕ таврашне çеç мар, çĕр айĕнчи шыв саппасĕ пухăнакан вырăнсене те ешĕллентермелле.

— Шыв аялаллах анса пырать. Ăна шыраса çĕре тарăнрах чавма тивет.

— Çапла. Икçĕр-виççĕр çул каялла çыран хĕррипе вăрман тăсăлнă Çавалпа, Кĕтнепе баржа-карап хăпарнă, таврари симĕслĕхри çăлкуçсенчен шыв çулталăкĕпех тапнă. Асăннă юханшывсене пысăк караппа тахçанах кĕрейместĕн, мĕншĕн тесен ăшăхланнă, шывĕ сахал. Çулланнă çынсем каланă тăрăх — 70 çул каялла Энĕш, Çавал юханшывĕсенче вырăс чалпăшĕ /осетр/, ытти паха пулă вăлча сапнă, Паснара, Вылра çтерлĕк ĕрченĕ. 1921 çулта Атăлта, Шупашкар тĕлĕнче, тĕлĕнмелле шурă пулă /белуга/ тытнă /сăнÿкерчĕкре/. Шел, пур çĕрте те шыв шайĕ аннăçемĕн пулă тĕсĕсем сахалланчĕç, йышĕ нумай пĕчĕкленчĕ. Атăлта чалпăш пайтах тытнине çамрăк чухне хам та курнă. Ĕлĕк кашни ялтах шыв арманĕсем тунă. Çĕр айĕнчи шыв шайĕ чылай çÿллĕрех тăнине вĕсем те çирĕплетеççĕ. Унăн саппасĕ çулла та пухăнтăр тесе кашни çырмана пĕвеленĕ, çыран хĕррипе йывăçсем лартса çитĕнтернĕ.

— Юшкăнпа тулнă çырма-çатра, плотина, кÿлĕ нумай, çавна пула та шыв çаврăмĕ начар.

— Вĕсене юшкăнран тасатмалла. Ĕлĕк, тулсанах, ăна кăларса уя турттарнă. Халĕ алтма ятарлă техника пайтах, анчах кăлармаççĕ. Ахăртнех, дизтопливо туянма укçа çитереймеççĕ. Чылай çул каялла Атăл, Сăр тĕпĕнчен юшкăн хăпартнине курнă. Халĕ вĕсене те тасатмаççĕ.

— Тата мĕн туса çитерменнине куратăн?

— Совет тапхăрĕнче ял хуçалăх культурисен пуссине çырма-çатраран 3-5 метртанах сухаларĕç, пулăхлă тăпра çумăр, çурхи юр шывĕпе ирĕлсе миллионшар тонна малтан Атăла, кайран тинĕсе юхрĕ, тепĕр пайĕ юханшывсен, пĕвесен тĕпне ларчĕ — республика пысăк çухату тÿсрĕ. Çак йăнăша малашне тăвас марччĕ. Шыв-шуртан çывăхра сухалама пăрахмалла, çырма еннелле тайăлакан уй хĕрринчи лаптăкра нумай çул çитĕнекен курăк çеç çитĕнтермелле. Тепĕр çивĕч ыйту — шыв-шур таврашĕнчи ял-хуларан çырмана чĕрлĕхшĕн сиенлĕ хими хутăшĕсем вĕçĕмсĕр чăмтарни, фермăсем юханшывсене тислĕкпе «наркăмăшлантарни».

Ытларах тупса палăртнă

— Аллă е çĕр çултан пирĕн шыв объекчĕсем мĕнле улшăнĕç?

— Паян пĕр енлĕ хуравлама йывăр. Ÿлĕм епле пуласси этем вĕсене пăхнинчен нумай килет. Çĕр айĕнчи шыва çÿллĕрех шайра тытса тăрассишĕн кашни ял е хула тăрăхĕнчех нÿрĕк хÿтĕлевĕн тĕрлĕ ĕçне пурнăçласан — шыв управĕсене юшкăнран тасатсан, вĕсене шыв тултарсан, таврара пĕчĕк вăрмансем çитĕнтерсен, çĕр айĕнчен шыв уçламалли башньăсене улăштарсан е çĕннине лартсан, пусă-çăла çĕнетсен çынсем типпе юлмĕç. Вăрмана, унăн тăрăхĕсене пĕтернĕ, çырма-çатрари ватă йăмрасем хăрса ÿкнĕ, плотинасем, юханшывсем юшкăнпа тулнă çĕрте хĕвел хĕртсе пăхнă эрнесенче шывсăр аптрĕç.

— Кĕнекере кÿлĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Пурин патне те çитрĕр-и?

— Вырăнта пулса тĕпчемесен наука статйи çыраймастăн. Ытларах çуллахи каникул вăхăтĕнче кайса çÿрерĕм. Экспедицире хам вĕрентнĕ ачасем те пулчĕç, информаци пухма самай пулăшрĕç. Çирĕме яхăн кÿлĕ мĕнле пуçланса кайнине, ĕмĕрсем иртнĕçемĕн еплерех улшăнса пынине, вĕсен хальхи вăхăтри тĕрлĕ тытăмне тишкертĕм. Ку темăпа та çĕннине чылай пĕлтĕм. Нумай çул каялла Хусантан килнĕ тĕпчевçĕсем кÿлĕсен кадастрне Канаш районĕнчи — 57, Улатăр таврашĕнчи темиçе кÿлĕ пирки çеç информаци кĕртнĕ, республикипе 372 шутланă. Çĕмĕрле таврашĕнчен унта пĕрре те çук. Эпĕ Улатăр районĕнче — 210, Пăрачкав тăрăхĕнче — 191, республикипе 754 тупса палăртрăм. Çапах список кунпа тулмасть. Унта кĕртмеллисем татах пур.

— Вĕсем çинчен кăсăклине мĕн пĕлтеретĕр?

— Нумай ĕмĕр каялла тарăн та таса шывлă пулнă, вĕсенче тĕрлĕ пулă, ытти чĕрчун ĕрченĕ. Унтанпа вĕсен тарăнăшĕ, лаптăкĕ, шыв тытăмĕ, вĕсенче пурăнакан чĕрчун, шыв-шур ÿсентăранĕн тĕсĕсем, ытти пахалăхсем улшăннă. Çĕр пичĕн акшар сийĕ шыв витĕмне пула авал путса аннăран йĕркеленнĕ Çуткÿлсем /Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Атăл йăлăмĕ/, Шуршу, Тĕпсĕр /Елчĕк/, Кÿлхĕррисем /Вăрнарпа Красноармейски/, Тени /Элĕк/, Эл /Тăвай/, Изьяр /Атăл йăлăмĕ/ юшкăнпа самаях тулнă. Республикăри чи тарăн кÿлĕ — Муркаш районĕнчи Çуткÿл /16,75 метр/, иккĕмĕш вырăнта — Кÿлхĕрри /Вăрнар/ — 12. Вĕсен тата 3-4 метртан тарăнраххисен ĕмĕрĕ вăрăмрах пуласса шанатăп. Тарăнăшĕ 1-2 метрлисем республикăра йышлă. Вĕсен пысăк пайĕ путлăх пулса нумай çул выртнă хыççăн юшкăнпа тулнă, тепри вуншар çулран çĕрпе танлашĕ. Кÿлĕсем хăйсен пурнăçне çут çанталăк саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пурăнса ирттереççĕ. Çавăнпа çĕр пичĕ çинчен çухалаканнисемшĕн кулянмалла мар, вĕсене тасатса çĕнетмелле çеç. Кÿлĕсен шывĕ те сахалланса пырать. Пурпĕр вăл, республикăри çĕр айĕнчи шыв çаврăнăшĕпе çыхăннăскер, хăйĕн саппасĕнчен этеме нÿрĕк парса тăрать.

Çăлкуçсем тапма ан чарăнччăр

— Çĕнĕрен пулса кайнă кÿлĕсем пур-и?

— Улатăр хулинчен 22 çухрăмра шăпах çавнашкал кÿлĕ — Старая Старица — пур. Вăл Сăр юханшывĕн кивĕ юппин айлăмĕнче тулнă. Шыв çийĕ 7 гектар, тарăнăшĕ 3,4 метр. Сăр тăрăхĕнче çавнашкал хывăнса юлнă кÿлĕ темиçе те. Ун пеккине Пăрачкав районĕнче те асăрхарăм. Шывĕ пуçтарăнса çитнĕпе пĕрехчĕ.

Кĕнекене çăлкуçсене халалланă сыпăка та кĕртрĕм. Ытларахăшĕн шывĕ 2-5 метр тарăнăшĕнчен тапать. Хăшĕ-пĕри ăна шурлăх-путлăхран, торф вырăнĕсенчен илсе тăрать. Эпĕ çăлкуçсене шутламан. Вĕсене ял тăрăхĕсен администрацийĕсен палăртмалла, çĕнетсе тăмалла. Юлашки çулсенче çынсем йышлă çÿрекен вырăнсенчине юсарĕç. Лайăх. Ырă ĕç тунисене мухтатăп. Çапах та кашни ял çывăхĕнчине йĕркене кĕртмен-ха.

— Çĕр айĕнчен уçлакан шыв пахалăхĕ лайăх теççĕ. Кун пирки мĕн шухăшлатăр?

— Çапла пулмалла. Мĕншĕн тесен нумай метр тарăнăшĕнчи шыва хулăн çĕр сийĕ этем пурăнакан вырăнта пухăнакан таса мар элементсенчен хÿтĕлет. Шыв икĕ çирĕп сий хушшинче пуçтарăнса тăма, иккĕшĕ ăна хĕссе пусăмлама пултараççĕ. Кун пек чухне артезиан шывĕ теççĕ. Унăн тарăнăшĕ тĕрлĕрен пулать. Сăмахран, Вăрнар-Пăрттас лаптăкĕнче вăл 11-29 метр шайĕнче, пурă сийĕнче. Ытти районта 70-100 метр е ытларах тарăнăшĕнче.

— Чăваш чĕлхинче «шырлан пуçĕ», «кĕрленкĕ», «сиктерчĕк», «сиктĕрме», «шарлак» сăмахсем пур. Пурте шыв çÿлтен аялалла юхакан вырăна пĕлтереççĕ. Вĕсене çитсе курнă-и?

— Курнă. Муркаш, Шупашкар, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче. Шывĕ пĕчĕк юханшывсенчен пуçланать. Вăйлă юхмасть, шыв калăпăшĕ пысăк мар. Чи çÿллĕ кĕрленкĕ Муркаш районĕнчи Куçкин ялĕ хĕрринче, Атăла юхакан шыв çулĕ çинче. Унăн ячĕ те çукчĕ. Ачасемпе пĕрле патăмăр.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.