ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх служби регион операторĕ валли коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлемелли чи пысăк пĕрлехи тарифа палăртнă.
Коммуналлă пулăшушăн çынсем çав ресурссемпе тивĕçтерекен компанисемпе тÿрремĕнех татăлма пултарĕç. Саккуна кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕш тĕлне йĕркелесе çитермелле.
Паян Правительство çуртĕнче ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов «Нумай хваттерлĕ çуртсенче сивĕ тата вĕри шывпа, электроэнергипе усă курмалли çĕнĕ нормативсем» темăпа пресс-конференци ирттерчĕ.