Çĕнĕ нормативсем: тÿлев виçи чакать

Паян Правительство çуртĕнче ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов «Нумай хваттерлĕ çуртсенче сивĕ тата вĕри шывпа, электроэнергипе усă курмалли çĕнĕ нормативсем» темăпа пресс-конференци ирттерчĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем юлашки çулсенче коммуналлă пулăшушăн сахалрах тÿлес тĕллевпе сивĕ тата вĕри шыв мĕн чухлĕ тăкакланине палăртма шутлав приборĕсем ларттарнăран, энерги перекетлекен лампочкăсемпе усă курма тытăннăран норматив тытăмне çĕнетме вăхăт çитнĕ. Ăна РФ Правительстви 2016 çулхи раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче нумай хваттерлĕ çурт-йĕр тытăмне, çемьере миçе çын тата вĕсем миçемĕш хутра пурăннине шута илсе çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн регионсенчи патшалăх влаç органĕсен кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен çĕнĕ нормативсем йышăнмалла пулнă. Виçине ЧР Строительство министерстви хатĕрленĕ. Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх служби Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Шупашкар районĕнче пурăнакан потребительсем 2017 çулхи кăрлач уйăхĕнче кивĕ нормативпа тÿленĕ документсен тĕслĕхĕпе усă курса тишкерÿ ирттернĕ, тÿлев виçи ÿсменнине çирĕплетнĕ. Çĕнни вăя кĕнĕ хыççăн вăл 18-тан пуçласа 46 процент таран чакать.

Автор шухăшĕ: нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен хушшинче сивĕ тата вĕри шыва мĕн чухлĕ тăкакланине шутлакан приборсем лартман çынсем пур-ха. Хăшĕсем халĕ те «Ильич» лампочкипе усă кураççĕ. Вĕсене перекетлĕ пурăнма сĕнесшĕн.

Журналистсен ыйтăвĕсене Максим Ивановпа пĕрле ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн тата Конкуренци политикпе тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçисен çумĕсем Александр Юркинпа Ирина Крылова та хуравларĕç.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Комментари хушас