Çĕнĕлĕх: «хаклă» каяш
ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх служби регион операторĕ валли коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлемелли чи пысăк пĕрлехи тарифа палăртнă.
Çакăн пирки ăнлантарса пама йĕркеленĕ брифингра патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова пĕлтернĕ тăрăх, регион операторĕ паллă — каяшсемпе «Экоцентр» МВК» ООО ĕçлĕ. Пĕрлехи тарифа каяшсен кубла метрĕшĕн 442,22 тенкĕ е тоннишĕн 4138,64 тенкĕ шайĕнче çирĕплетнĕ. Ку чи пысăк виçе шутланать, урăхла каласан регион операторĕ хăй тарифăн пĕчĕкрех виçипе те усă курма пултарать.
Пĕрлехи тарифа йышăннă май халăх каяшсемшĕн тÿлемелли йĕрке те улшăнать. Унччен пурте тÿлеве хваттер укçипе пĕрле хывнă, унăн виçине хваттер лаптăкне кура тăваткал метрсене тĕпе хурса палăртнă. Малашне вара лаптăка кура мар, хваттерте е çуртра миçе çын пурăннине шута илсе кашни çын пуçне палăртнă норматива тĕпе хурса тÿлемелле пулĕ.
Унччен çак пулăшу ĕçĕн хакне патшалăх енчен çирĕп йĕркелесе пыман. Управляющи компанисем хваттерсен хуçисенчен тĕрлĕ виçепе тÿлев пухнă — республикăра çак уйрăмлăх 2,5 хут чухлех пулнă. «Алста», тĕслĕхрен, 3,39 тенкĕпе танлашакан виçене тĕпе хунă, «Озон» вара чылай сахалрах виçе çирĕплетнĕ — 1,42 тенкĕ.
Пĕрлехи тарифа кашни çын çулталăкра 216 /уйăхра — 18/ килограма яхăн хытă каяш «тунине» тĕпе хурса палăртнă, çапла вара тÿлевĕн кашни çын пуçне тивекен нормативĕ 74,44 тенкĕпе танлашать.
Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ йĕрке çине куçнă май йăлари хытă каяшсемпе çыхăннă тÿлев хваттер тÿлевĕн квитанцийĕнчен тухса ÿкмелле. Хваттерсен хуçисен çакна асăрхамаллах — регион операторне те, управляющи компание те тÿлени пулмалла мар. Улшăну пирки управляющи компанисен хваттерсен хуçисене 10 кунран кая юлмасăр маларах евитлемелле. Йĕркене улăштармашкăн хваттерсен хуçисемпе пĕрлехи пухусем йĕркелени кирлĕ мар.
Тÿлеве хваттерте пурăнакансен тата вăхăтлăх пурăнакансен шутне кура илĕç. Çын пилĕк кун пурăнни те «вăхăтлăх пурăнни» шутланмалла. Никам та пурăнмасан вара? Кунашкал тĕслĕхсенче пурăнмалли лаптăкăн хуçисен шутне тĕпе хурĕç. Анчах пурнăçра урăхларах тĕслĕх те пайтах. Çын ялта пропискăра, анчах хулара пурăнать — унта та, кунта та тÿлеттерес темĕç-и? «Хыпар» корреспонденчĕн ыйтăвне хуравланă май Виктор Кочетков кунашкал тĕслĕхсенче çыннăн хăй ялта пурăнманнине справкăпа çирĕплетмелли пирки каларĕ — ыйту сирĕлĕ.
ПĔЛМЕ
Каяшсемпе çыхăннă тÿлев республикăра пурăнакансен çурринчен ытларах пайĕшĕн пысăкланать. Пĕчĕк габаритлă хваттерсенче çын йышĕ пысăк тĕслĕхсенче ÿсĕм пушшех курăмлă пулĕ. Ятарласа шутласа пăхнă таблица та пур. Сăмахран, 33 тăваткал метрлă хваттер тĕлĕшпе çак пулăшу ĕçĕн хакĕ çапларах пысăкланĕ: унта çын пĕччен пурăнать пулсан — 0% /тÿлев ÿсмест/; виçĕ çынран тăракан çемьешĕн — 2,6% хăпарать; пилĕк çынран тăракан çемьешĕн — 4,1% хушăнать. 65,7 тăваткал метрлă виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пĕр çын кăна пурăнать пулсан вара каяшшăн тÿлемелли виçе 2,2 хут чухлех пĕчĕкленĕ: унччен 164 тенкĕ ытларах тăкакланă тăк — малашне 74 тенкĕ ытларах кăна тÿлеме тивĕ.