туризм

18 Авăн, 2017

Журналистпа чиновник фантазийĕ пĕр килĕ-и?

Наци республикинче пурăннă тата чăваш хаçатĕнче ĕçленĕ май çак ыйту, паллах, пире яланах хумхантарать — мĕнле сыхласа хăвармалла халăхăмăрăн хăйне евĕрлĕхне, чĕлхине, йăли-йĕркине, ташши-юррине, тĕрри-сăввине? ЮНЕСКО хăрушă пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн, тĕрĕссипе, ыйтăва çивĕчрех те лартма пулать-ха: чăваш ятне çĕр çинче епле упраса хăвармалла? Тĕнче историйĕнчен çапах та пĕр йĕр хăвармасăр пĕрре те çухалас килмест...

28 Çĕртме, 2017

Чăваш Ене килсе курма мĕнле илĕртмелле?

Çак ыйтăвăн хуравне Улатăрта шырарăмăр

Улатăрта пире — журналистсене, ЧР Культура министерствин, истори архивĕн, Чăвашкино, наци музейĕн, вырăс драма театрĕн ĕçченĕсене — хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Вероника Исаева тата экскурси йĕркелекен Лидия Мохова кĕтсе илчĕç.

Сăмавар музейĕ кирлĕ

7 Ака, 2017

Кĕмĕл шыв сикки те пур кунта

Муркаш тăрăхĕнче илемлĕ вырăнсем пур-и? Хăнасене ăçта илсе кайса кăтартма пулать? Кун пирки Муркашри ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорне Алевтина Рожковăна каласа кăтартма ыйтрăмăр.

Муркашсем пĕлтĕр вĕренÿ туризмĕ енĕпе «Муркаш районĕ — туризм тăрăхĕ» проект хатĕрлесе 200 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. «Çак укçа-тенкĕпе эпир ачасене экскурсисене илсе çÿрерĕмĕр. Вĕсем Шупашкара, Йошкар-Олана, Козьмодемьянска кайса курчĕç. Хамăр тăрăхри хитре вырăнсемпе те паллашрĕç. Муркаш районĕнче курса çÿремелли икĕ маршрут хатĕрленĕ.

Pages