Чăваш Енре Туризм эрни иртĕ

14 Авăн, 2017

Авăн уйăхĕн 21-27-мĕшĕсенче пирĕн республикăра Туризм эрни иртĕ. Унăн анлă программипе ĕнер ЧР культура министрĕн çумĕ Иван Архипов каласа кăтартрĕ.

Иван Петрович пĕлтернĕ тăрăх — ку акцие Пĕтĕм тĕнчери туризм кунне халалланă. „Ăна çулсерен авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Ку мероприятие туризм юхăмне вăйлатас тата Чăваш Ене туристсен илĕртес тĕллевпе пуçартăмăр. 7 кунра республикăра 60 ытла мероприяти ирттерме палăртнă. Ăсталăх сехечĕсемпе семинарсем, „çавра сĕтелсемпе” фестивальсем, экскурсисемпе пресс-турсем тата ытти те. Тĕп мероприятисенчен пĕри — Чăваш Енри патшалăх органĕсен ертÿçисемпе бизнес тытăмĕн представителĕсен пĕрлехи канашлăвĕ”, — терĕ министр çумĕ.

Çак эрнерех „Туризм индустрийĕн лидерĕ” конкурса пĕтĕмлетĕç. Туроператорсене „Хамăрăнне тутан” гастронми турне йыхравлаççĕ. Шупашкарти музейсен алăкĕсем те пурин валли уçă пулĕç. Калăпăр, туристсем Наци музейĕнче управ фончĕсемпе паллашма пултарĕç. Чăваш театрĕсем те куракансене хапăл тăвĕç: спектакль курма пынисене сцена хыçĕнчи пурнăç çинчен каласа кăтартĕç. Республикăри районсемпе хуласенче те кăсăклă мероприятисем ирттерĕç. Сăмахран, йĕркелÿçĕсем Шăмăршă тăрăхĕнче ирттерекен кăмпаçăсен фестивальне хутшăнма сĕнчĕç. Атăл хĕрринче вырнаçнă тата историпе пуян хуласем /Етĕрне, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри/ пысăк программа хатĕрленĕ.

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас