Чăваш Ене килсе курма мĕнле илĕртмелле?
Çак ыйтăвăн хуравне Улатăрта шырарăмăр
Улатăрта пире — журналистсене, ЧР Культура министерствин, истори архивĕн, Чăвашкино, наци музейĕн, вырăс драма театрĕн ĕçченĕсене — хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Вероника Исаева тата экскурси йĕркелекен Лидия Мохова кĕтсе илчĕç.
Сăмавар музейĕ кирлĕ
Улатăрти тавра пĕлÿ музейĕнче ĕлĕкхи сăмаварсем, пуç касаканăн пуртти, революцичченхи аптекăри сентресем, Чăваш Енри чĕр чунсен кÿлеписем упранаççĕ. Унти экспонатсене ÿнер музейне куçарма хатĕрленеççĕ. Совет Союзĕнчи паллă художникăн Владимир Мичуринăн /вăл Кувакино ялĕнче çуралнă, Ленинградра пурăннă/ еткерлĕхне упракан çурт та, ăна 1911 çулта тунă, кивелнĕ. Хула училищи пулнă çуртра çывăх вăхăтра юсав ирттерме тытăнмалла, ун валли бюджетран 18 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Музейре ĕçлекенсен йышĕ пысăк мар: 5 наука сотрудникĕ вăй хурать, ыттисем пулăшакансем. Кивĕ хулара экскурси йĕркелес енĕпе пĕр çын ĕçленине кура кадр ыйтăвĕ çивĕч темелле. Сăмах май, хулари истори палăкĕсем çинчен Лидия Мохова пек пĕлекенни те хальлĕхе çук. Культура учрежденийĕн сайчĕ тата Интернетра уйрăм страница çукки те чылайăшне тĕлĕнтерчĕ. Çывăх вăхăтрах çак çитменлĕхе пĕтерме, Улатăрти палăксене рекламăлама сĕнчĕç вĕсем. «Хальхи саманара пĕтĕм информацие Интернетри çăл куçсенчен илеççĕ. Сайт тавраш çук тăк туризма аталантарасси çинчен калаçма йывăр», — терĕç Шупашкарсем. Çавăн пекех хăнасем сăмаварсен уйрăм музейне хута ярса унпа юнашар кафе тума сĕнчĕç, хула чиккинче купса кÿлепине лартсан та аван пулмаллине палăртрĕç. Музей директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Раздьяконова йывăç-тĕм ÿсекен пахчара сад ĕрчетесси, унта арт-об˜ектсем лартасси çинчен пĕлтерчĕ.
Хулара купсасем тунă чул çуртсен шучĕ те çук: кивĕ микрорайонти кашни урамрах пур вĕсем. Пурте уйрăм çын аллинче. Вĕсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ об˜ектсем ĕçлеççĕ: парикмахерскисем, лавккасем, аптекăсем.... Вероника Исаева пĕлтернĕ тăрăх — хулара кунашкал 90 çурт. «Шел те, хуçисем пурне те тивĕçлипе тытса тăмаççĕ. Чылайăшĕ юхăннă. Вĕсене сăрласа илемлетсен урамсем те хăтлăланĕччĕç», — терĕ Вероника Алексеевна. Попов купсасен йывăç çурчĕ те архитектура палăкĕ шутланать, анчах вăл та çын аллинче. Унта атă-пушмак цехĕ ĕçлет. Хуçисем тăтăш улшăннă май ку кермен те сăнне çухатнă. Хальхи хуçине те, Мускав çыннине, çурт илемĕ пачах кăсăклантармасть иккен. Тепĕр паллă об˜ект — эрех склачĕ пулнă темиçе хутлă кермен. Халĕ унта техникум вырнаçнă. «Вĕсене юсамашкăн укçа нумай кирлĕ. Анчах бюджетран укçа-тенкĕ сахал уйăраççĕ, вăл пĕрне çĕнетме те çитмест. Хăш чухне пачах та нимĕн те лекмест», — терĕ хĕрарăм. Ун шухăшĕпе — туризма аталантарас ĕçе предпринимательсен хутшăнмалла. Çуртсене юсаса çĕнетекенсене тÿлевсĕрех тара пама хатĕр, анчах кунашкаллисем те тупăнмаççĕ-ха. Хула администрацийĕнче «Чĕрĕ уроксем» проект вăй илессе кĕтнĕ, çак тĕллевпе çĕнĕ маршрутсем хатĕрленĕ, анчах пĕр экскурси те ирттереймен.
Чиркÿсене çĕнетмелле
Улатăр православи тĕнне пăхăнса пурăнакансем кăмăлланă хула тесе ахальтен каламаççĕ. Кунта — 18 чиркÿ. Лидия Мохова пĕлтернĕ тăрăх — совет тапхăрĕнче упранса юлнисем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, анчах вĕсене юсамалла. Хул а р а ç ĕ н ĕ ч и р к ÿ с е м т е çĕкленеççĕ, хăшĕ-пĕринче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Сăмахран, электрохатĕрсем тăвакан завод картишĕнче виçĕ чиркÿ ларать. Предприятие хута янă чухне чиркÿсем хуçалăх склачĕсем пулса тăнă. Вĕсене те хута яма шухăшлаççĕ.
Хулари тĕп чиркÿре — арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕнче 62 манахпа 12 послушник хÿтлĕх тупнă. Мăнастир картишĕнче 5 чиркÿ. Вĕсем пĕринчен тепри илемлĕ пулнине çулçÿревçĕсем те палăртрĕç. «Мăнастире çулталăкне çĕр-çĕр паломник килет: кам ĕçлеме, кам хула курма. Хăшĕ-пĕри кунтах юлать. Вĕсем валли пурăнмалли уйрăм çурт та пур, — терĕ мăнастир благочиннăйĕ Пахомий атте. — Эпир пурне те ăшшăн кĕтсе илетпĕр: хăнасене те, туристсене те. Чи пĕлтерĕшли — вĕсем Турра ĕненччĕр». Мăнастирти чан вырăнĕ пирĕн çĕршыври чи пысăккисенчен пĕри шутланать: 83 метр! Ун тăррине пурте хăпараççĕ. Чăн та, чиркÿ тăрринчен хула ал лаппи çинчи пек курăнать. Сăмах май, туристсенчен чылайăшĕ шăп та лăп мăнастире курма килет. Çавăнпа Шупашкарсем ăна туризм маршрутне кĕртмеллине палăртрĕç.
Манахсен килне те çитсе килме тÿр килчĕ. Вĕсем пысăк хуçалăх тытса тăраççĕ. Ĕне ферми, чăх-чĕп çитĕнтереççĕ, 500 гектар ытла çĕр çинче тыр-пулпа нумай çул ÿсекен курăк, пахча çимĕçсем лартса ÿстереççĕ, пĕвере пулă ĕрчетеççĕ. Утарпа сад пахчи те пур унта. «Зоопаркри пекех», — терĕç Шупашкарсем. Чăн та, мăнастирпе манахсен хуçалăхĕнчи пакшасемпе страуссене, ылтăн пулăсемпе тăрнасене, павлинсене курса тĕлĕнтĕмĕр.
— Пĕтĕмпех хамăр алăпа тăватпăр: çăкăрне те хамăр пĕçеретпĕр, лапшине те кунтах янтăлатпăр. Çăнăхне те хамăр арманта авăртатпăр. Поварсем, паллах, арçынсем. Вĕсене апата чи тутлă пĕçерекенсем тесе ахальтен каламаççĕ вĕт. Ытларах чухне типĕ тытатпăр. Çусăр-мĕнсĕр çиме хăнăхнăран хулана тухсан лавккари ĕçме-çимене çăвара хыпас та килмест, — терĕ Амвросий атте. Пĕтĕм ĕçе Пимен атте йĕркелесе тăрать. Мăнастирти сыр та питĕ тутлă теççĕ, анчах ăна тутанса пăхма тÿр килмерĕ. Халĕ — Питрав типпи. Кăмпа яшкине, лапшана, салата çусăр хатĕрленĕ пулин те çав тери тутлăччĕ.
Автопарк та пуян: пĕр-пĕр фермер хуçалăхĕнчен те ирттерет пулĕ. Амвросий атте каланă тăрăх — машина-трактор рулĕ умне ытларах чухне хула çыннисем лараççĕ. Калăпăр, Владимир Иванов кашни çулла кунта ĕçленине пĕлтерчĕ. «Шалу тÿлеççĕ пире», — терĕ вăл. Малалла вулас...
Комментари хушас