Тăван шкулта хаваслă та асра юлакан пулăм иртессине кашни пĕлнĕ. Унта пурте çитме ăнтăлнă. Уçă урока вара 3, 4, 5 тата 6 класс ачисем йышлăн пуçтарăнчĕç.
Пултаруллă ача пур ĕçе те хастар хутшăнать. Иртнĕ çул республика Пуçлăхĕн стипендине илсе тăнă Димитрий Ильин пирки те çаплах калас килет. Ĕçне тăвиччен тĕплĕн шухăшлама хăнăхнăскер хавхалану укçин пĕр пусне те тĕкĕнмен-ха, унпа тĕллевлĕ усă курасшăн. Çитĕнÿ тăрăшуллисене юратать.