Комментари хушас

10 Кăрлач, 2014

Юрлама, ташлама хавхалантараççĕ

Тăван шкулта хаваслă та асра юлакан пулăм иртессине кашни пĕлнĕ. Унта пурте çитме ăнтăлнă. Уçă урока вара 3, 4, 5 тата 6 класс ачисем йышлăн пуçтарăнчĕç. Уява йĕркелесе яракансем хушшинче Чăваш наци Конгресĕ çумĕнчи хĕрарăмсен «Чăвашлăх управçи» пĕрлешĕвĕн ертÿçи, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Ивановна Дмитриева тата Шупашкарти ветерансен пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ Михаил Матвеевич Матвеев пулчĕç.

Тĕл пулăвăн сумлă хăни – «Кăмăл» çемье ансамблĕ те çитнĕ уява. Çак çемьере ăшă пиллĕ аннесем, пултаруллă арсем. Чăваш юрри- кĕввине, вăййи-ташшине аталантараççĕ, упраççĕ, халăхра сараççĕ вĕсем. Ачисемпе мăнукĕсене мĕн пĕчĕкрен халăх юрри-кĕввин илемне туйма хăнăхтараççĕ, хăйсемпе пĕрле пултарулăх ĕçне хастар хутшăнтараççĕ.

Патшалăх Канашне янă çырура республика пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев чăвашлăха сыхласа хăварасси чи пысăк ĕç пулнине палăртать. Тăван культурăна аталантарасси, упраса хăварасси чи малтан çемьерен, шкултан пуçланнине палăртать республика Пуçлăхĕ.

Уява йĕркелеме чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Викторовна Никифорова самаях тăрăшнă. Педагог çавăн пек концертсене пĕрре кăна мар ирттернĕ. Халĕ те малаллах талпăнса ĕçлет. Вăл пуçарнипех ĕнтĕ «Кăмăл» çемье ансамблĕ шкула çитсе ачасене хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнларĕ. Ансамбль ертÿçи – Дина Николаевна Кудряшова репертуара халăх кăмăлне каякан çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсемпе ташăсем кĕртме тăрăшать, унсăр пуçне республикăри чылай шкула çитсе тĕл пулусем йĕркелет. Паян ушкăн Абрамовсен тата Кудряшовсен çемйисенчен тытăнса тăрать. Вĕсен йышĕнче чи кĕçĕнни – 5 çулхи Дионис Егоров, унран аслăраххисем вара 4-мĕш тата 7-мĕш класра вĕренекен Димăпа Олеся Абрамовсем.

– Эпир ансамбле кăмăлласах çÿретпĕр, юрласа ташлани пире вĕренÿре те самаях пулăшса пырать, – теççĕ вĕсем. Савăнăçлă туйăм тĕрлĕрен çитĕнÿ тума, шкулта лайăх вĕренме тата ырă çын пулма хистет. Шкул ачисем çамрăк артистсене куç илми пăхса, сăнаса ларчĕç. Ара, вĕсенчен те чылайăшĕн çак маттурсем пек пулас килет-çке. Ансамбль юрри-ташши куракансене тыткăнлать, савăнтарать, чуна уçать. Кашни юрă хыççăн тăвăллăн алă çупса хавхалантараççĕ артистсене вĕренекенсем. Ах, епле илемлĕ ташлаççĕ вĕсем, юррисем вара чуна тыткăнлаççĕ! Çав тери маттур та хăватлă. Тăван чĕлхене чунпа туйма вĕрентеççĕ, йăла-йĕркене хаклама, юратма хăнăхаççĕ вĕсем. Юррисем чĕре патне çитеççĕ, чуна уçаççĕ, ташшисем хăват параççĕ. Сцена çине чи кĕçĕннисем тухсан – пурин те юрлас, ташлас килет.

Алексей ТОРГОВЦЕВ.

Сăн ÿкерчĕксенче: «Кăмăл» çемье ансамблĕ.

Шупашкар,

49-мĕш шкул.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.