Çитĕнÿ тăрăшуллисене юратать
Пултаруллă ача пур ĕçе те хастар хутшăнать. Иртнĕ çул республика Пуçлăхĕн стипендине илсе тăнă Димитрий Ильин пирки те çаплах калас килет. Ĕçне тăвиччен тĕплĕн шухăшлама хăнăхнăскер хавхалану укçин пĕр пусне те тĕкĕнмен-ха, унпа тĕллевлĕ усă курасшăн. Çитĕнÿ тăрăшуллисене юратать. Муркаш районĕн-чи Юнкă шкулĕн вуннăмĕш класс каччи республика шайĕнчи чылай конкурсра çĕнтерсе нумай Хисеп хутне тивĕçнĕ. Тĕслĕхрен, техникăна юратаканскер авиа моделированипе тăтăшах малти вырăна тухать. Хăйĕн чун киленĕçĕпе çыхăннă тĕрлĕрен литература вуланăран кăткăс машина та пухма тата сÿтме пĕлет вăл. Водитель правине илсе руль умне ларма ĕмĕтленет. Кашни каччăн машинăпа çÿ-реме пĕлмелле тесе шутлать. Тĕрĕсех те пуль. Ĕлĕк яшсене лашине пăхса хакланă пулсан, халĕ вара – хурçă урхамахне кура. «Пурнăçра темле лару-тăру та сиксе тухма пултарать. Тен, кама та пулин васкавлăн сыватмăша çитермелле? Çавăн пек самантсенче вăл питĕ кирлĕ», – тет Дима.
Физкультура, информатика тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ предмечĕсене юратаканскер спортпа та туслă. Республикăри хоккей тата футбол вăййисенче Муркаш команди виççĕмĕш вырăна тухнă. Дима çав йышра. Районти технологи олимпиадинче те малтисен шутĕнче вăл.
Пушă вăхăт тупăнсанах каччă пулла çÿрет. Хăшĕ-пĕри пек выçă куçланса сĕрекепе сĕрмест вăл. Çуллахи вăхăтра вăлта çеç пултăр, путаркăçпа хулкка та кирлĕ мар – шăрчăкĕсем çывăхрах сиксе çÿреççĕ-çке. Вăлтана юхан шыва яратăн кăна, пулăсем çекĕл çинчи хурт-кăпшанка тапăнаççĕ те хăйсем капкăна çакланаççĕ. Дима тытнă чи пысăк пулă – партас – çур метра яхăн. Çапла вăхăта ирттерме питех те кăсăклă, çут çанталăка та ытлашши сăтăр тумастăн. Хĕлле вара урăхларах. Малтанах пăр катмалла та унти юшкăна вăрăм патакпа пăтратмалла, çиеле тухнă хĕрлĕ хуртсем шăпах пулă тытма кирлĕ пулĕç.
Дима яланах пиччĕшĕнчен тĕслĕх илме тăрăшать. Çартан таврăнсан вăл çар ĕçĕпе Шупашкарта ĕçе вырнаçнă. Ялта пĕр тăвансене мухтаççĕ, ырă сăмахпа хавхалантараççĕ. Дима та пурнăçра хăйĕн çулне тупĕ, иккĕленместĕп.
Лариса ПЕТРОВА.