ТĂВАН ÇĔР-ШЫВ ХӲТĔЛЕВÇИН КУНĔ
Спорт уйăхлăхĕ тухăçлă иртрĕ
Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалланă Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ массăллă оборонăпа спорт уйăхлăхĕнче чылай хула-районта, хăш-пĕр коллективра тĕрлĕ мероприяти нихçанхинчен ытларах йĕркелерĕç. Республикипе илсен, хĕллехи XXII Олимп вăййисене халалланă йĕлтĕр ăмăртăвĕсене 60 пине яхăн çын хутшăнчĕ!
Вăрçăри кашни кун асра
Ĕлĕкрех нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче ытларах çар çыннисене, Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕ салтаксене уяв ячĕпе саламланă. Халĕ çак кун мĕн пур арçынна хисеп тăвасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Сăмах май, 1918 çулта йăл илнĕ уявра çĕр-шыв хăрушсăрлăхĕн тытăмĕнче ĕçлекен хĕрарăмсене те саламлаççĕ. Вĕсем те Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисем-çке.