Комментари хушас

22 Нарăс, 2014

Савăнăçпа куляну туйăмĕ вăратакан уяв

Ыран - Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ. 1918 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнче çуралнă паллă çак пулăма халалласа çĕр-шыври общество организацийĕсем çур ĕмĕр ытла ĕнтĕ ятарлă уйăхлăх ирттереççĕ. Кăçалхи çак кампани вĕçленеспе кашни хула-районтах, çавăн пекех чылай коллективра Совет Союзĕн çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнине анлăн паллă турĕç.

Вунă çула яхăн тăсăлнă Афган вăрçине Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ 24 салтак тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ летчикĕ, Паттăрлăх тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен кавалерĕ Иван Теньков подполковник хутшăннă. Вăрçăпа юнлă хирĕç тăрусем çухатусăр вĕçленмеççĕ. Вăтăр çула яхăн каялла сăрт-ту хушшинчи хаяр çапăçура Анатолий Патшин пуçне хунă. Унăн юлташĕсенчен улттăшĕ вара Аслă Елчĕке аманса таврăннă хыççăн мирлĕ вăхăтра вилнĕ. Вĕсене ялти халăх нихăçан та манмасть.

Çак кунсенче Аслă Елчĕкри тĕп лапамри стадионта интернационалист салтаксене асăнса хоккей турнирне ирттерчĕç. Ăна йĕркелес тĕлĕшпе Анатолий Патшинпа пĕр вăхăтра Г.Н.Волков академик ячĕллĕ шкулта вĕреннĕ Виталий Орехов агрономпа физкультура учителĕ Виталий Афанасьев пысăк ĕç туса ирттернĕ. Вĕсем хатĕрленĕ «Спутник» команда татăклă тĕл пулура Тускел ялĕн хоккеисчĕсене 6:0 шутпа çĕнтернĕ. Виççĕмĕш вырăнта - «Прогресс» пĕрлешÿ команди.

Çитĕнекен ăрăва çарпа патриот воспитанийĕ парас тĕлĕшпе Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче тĕллевлĕ вăй хураççĕ. Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалласа ирттернĕ уйăхлăх вăхăтĕнче кунта кашни эрнерех спорт ăмăртăвĕ, конкурспа викторина йĕркелерĕç. Иртнĕ юн кун педагогика колледжĕнче ирттернĕ Паттăрлăх урокне Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем - ултă орден кавалерĕ Петр Теплов тата «Советская Чувашия» хаçатăн корреспондентĕнче 30 çул ытла ĕçленĕ Петр Кольцов, 1962 тата 1967 çулсенче тĕрлĕ çĕр-шывра пулса иртнĕ çар конфликчĕсене хутшăннă Федор Пупин майор, çавăн пекех интернационалист салтаксем хутшăнчĕç. Паттăрлăх урокĕ çарпа патриот юррисен концерчĕпе вĕçленчĕ.


Петр СИДОРОВ.

Алена АБЗЫКОВА сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.