- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăрçăри кашни кун асра
Ĕлĕкрех нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче ытларах çар çыннисене, Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕ салтаксене уяв ячĕпе саламланă. Халĕ çак кун мĕн пур арçынна хисеп тăвасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Сăмах май, 1918 çулта йăл илнĕ уявра çĕр-шыв хăрушсăрлăхĕн тытăмĕнче ĕçлекен хĕрарăмсене те саламлаççĕ. Вĕсем те Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисем-çке.
Салтак тивĕçне пурнăçлама çăмăл мар. Иртнĕ ĕмĕрте Афганистан, Чечня вăрçисем кĕрлерĕç. Чылай çамрăк çапăçăва кĕчĕ, хăшĕ-пĕри юнлă хиртех выртса юлчĕ. Чĕрĕ юлнисем вара паттăрла вилнĕ юлташĕсене, вăрçа нихăçан та манас çук. Хĕрÿ хирĕç тăрусенче пулнă паттăрсем «ÇХ» вулаканĕсене хăйсен аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕç.
Олег КУЗЬМИН /Вăрмар районĕ, Çитмĕш ялĕ/, 48 çулта:
- 1985 çулта çара кайрăм, Балтика тăрăхĕнче ултă уйăх вĕренÿре пултăм. Унтан, 1986 çулхи ака уйăхĕнче, Афганистана илсе кайрĕç. Кабул хулинчи 357-мĕш сывлăш-десант çарне лекрĕм. Вăрçă хĕрÿ пыратчĕ. Тăван тăрăха 1987 çулхи раштав уйăхĕнче чĕрĕ-сывă таврăнтăм. Вăрçă пирки аса илес те килмест, анчах унта иртнĕ пĕр куна манаймастăп. Кабул хулине, аэродрома, каравансене сыхларăмăр. Командир мĕн хушать - çавна пурнăçламаллаччĕ. Эпĕ - санинструктор. Кабула çитсенех 1-2 уйăха яхăн душмансем пирĕн чаçа пĕр чарăнми тенĕ пекех минометсенчен печĕç. Кăнтăрла çемйисене тăрантарассишĕн тăрăшатчĕç, çĕрле пеме тытăнатчĕç. Пĕр минутра 60 хут кĕрслеттеретчĕç. Пĕр сăмахпа, кашни çеккунтра. Вилнисем те, аманнисем те пулчĕç. Вăрçă - вăрçах. Пĕрисен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать, теприсем сывă юлаççĕ. Вилнисем пире сыхласа хăварчĕç пулĕ ĕнтĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах атте-анне, юлташсем патне çыру çыраттăм. Паллах, хут çине йывăрлăхсем пирки шăрçаламан. Атте-анне ахаль те чирлĕччĕ, хумхантарас килместчĕ. Эпĕ Афганистан вăрçинче пулнă вăхăтра атте вилчĕ. Ăна пытарма килсе кайрăм. Унтан питĕ йывăр, хĕрÿ вăхăтра çула тухрăм. Аттене пытарнă хыççăн тата йывăртарахчĕ. Аннене те çăмăл пулман: мăшăрĕ çĕре кĕнĕ, ывăлĕ - вăрçăра. Пирĕн йăхра вăрçăра пулнисем пур. Кукаçи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пулнă. Аттен пиччĕшĕ Хĕвел анăç Украинăра çапăçнă. Пиччен ывăлĕ, манăн хĕресне ывăл, Çурçĕр Осетири çапăçура пулчĕ. Хамăн халĕ ывăл ÿсет, 3-мĕш класра вĕренет. Тата мĕн кĕтмелле-ши? Афганистан вăрçинче аманмарăм. Телей. Малтанхи кунсенче вăрçă тĕлĕкре тĕлленетчĕ. Çĕрле кăштах сас-чÿ пулсанах сиксе тăраттăм. Пĕррехинче пичче шÿтлесе: «Тревога!» - тесе кăшкăрчĕ. Эпĕ сиксе тăтăм та урама чупса тухрăм. Тăван тăрăха таврăнсанах шкулта физкультура учителĕнче ĕçлеме тытăнтăм.
Евгений ЕФИМОВ /Вăрмар поселокĕ/, 32 çулта:
- 1999 çулта çара илсе кайнă хыççăн Пензăна лекрĕм. Унта нумаях тытса тăмарĕç - Тольяттие кĕçĕн сержанта вĕренме ячĕç. 2000 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче Чечняна каймашкăн Хусантан Владивостока çула тухрăмăр. Унтан салтаксене ушкăнсене уйăрчĕç. Эпĕ Чечняри Урус-Мартан хулине лекрĕм. Вăл Дагестан чикки çывăхĕнче вырнаçнă. Урус-Мартанра 11 уйăх та 3 кун пултăм. Киле каяс умĕн документра 114 кун çапăçура пулнине палăртрĕç. Вăрçăра пĕрремĕш уйăхра йывăрччĕ. Унтан хăнăхрăм, хăрама та пăрахрăм. Унта хăрасан тула та тухаяс çук. Батальонри салтаксемпе палаткăра пурăнтăмăр. Батальонра чăвашсем çукчĕ, ытларахăшĕ - тутарччĕ. Пирĕн хушăмăрта çывăх юлташсем пулман, мĕншĕн тесен кашни хăйĕншĕнччĕ. Каçарăр та, çапăçусем пирки каласа кăтартма юратмастăп. Чаçран кашни кун тенĕ пек 1-2 салтака «Груз-200» машинăпа киле ăсататчĕç. Эпĕ батальон валли шыв та турттараттăм. Эпĕ вăрçăра пулнă чухне анне манран пĕртен пĕр çыру çеç илнĕ. Унта эпĕ Чечняна лекнине пĕлтернĕччĕ. Ыттисем çитеймен. Урус-Мартанран киле 110 ытла çын кайрăмăр, 1 вакунра пытăмăр, билета укçалла туянма тиврĕ. Тăван тăрăха таврăнсан çывăрма йывăрччĕ. Анне ирех тăрса кăштăртатса çÿретчĕ. Сасă илтсен шарт сиксе вăранаттăм. Каярахпа лăплантăм.
Александр НИКОЛАЕВ /Комсомольски районĕ, Нĕркеç ялĕ/ 44 çулта:
- ЧР ШĔМĕнче ĕçлетĕп. Командировкăсене 15 çула яхăн çÿретĕп. Ĕçрен контракт мелĕпе яраççĕ. Чечняра, Дагестанра 5 хут пултăм. ЧР ШĔМĕнче ОМОНра милиционер-взрывотехникра ĕçленĕ чухне, 1999 çулта, тревогăпа тăратрĕç те Дагестана ячĕç. Малтан Махачкалана илсе çитерчĕç, унтан - Чабанмахие. Новолакское районне боевиксенчен ирĕке кăлартăмăр. Унтан, 2000 çулта, Чечняна кĕтĕмĕр, Комсомольск салине боевиксенчен хăтартăмăр, каярахпа ытти район-салана ирĕке кăлартăмăр. Взрывотехник тивĕçĕ питĕ яваплă та хăрушă. Пирĕн шикленмелли вырăнсенче пулма тÿр килетчĕ. Ку - тетте мар. «Сапер пĕр хут çеç йăнăшать», - теççĕ. Пирĕн те çавнашкалччĕ, кашни кун хăрушăччĕ. Ун чухне кинологра ĕçлеме ĕмĕтленеттĕм. Ваканси пушансан унта вырнаçрăм. Халĕ ШĔМĕн кинологи центрĕнче вăй хуратăп. Кинолог тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнсан та командировкăсенче пултăм. Боевиксем йытăсене юратмастчĕç, мĕншĕн тесен вĕсем минăсене шыраса тупатчĕç. Тăватă ураллăскерсене курайманнипе саперсем персе вĕлеретчĕç. Йытăсем боевиксемшĕн тăшманччĕ, пирĕншĕн вара - генералсем. Вĕсем мĕн чухлĕ çын пурнăçне çăлса хăвараççĕ-çке. Тăватă ураллă туса персе пăрахни чи çывăх юлташа вĕлернипе танах. Темĕн те пулнă. Грозный хулинче «Зил» машинăра ларакан кинологсемпе йытăсене сирпĕтрĕç. Тăватă ураллă тус вилнĕшĕн кинолог питĕ кулянать. Çав хуларах Тутарстанри кинологăн йыттине сирпĕтрĕç. 2008 çулта Чечняра Грэм ятлă йытăпа командировкăра пултăм. Вăл çĕр айне пытарнă хĕç-пăшала, сирпĕнекен хатĕрсене тупрĕ. Манăн паттăр тепĕр йытă - Герда. Ку ĕç салтакра чухне пулчĕ. Ача чухне йытăпа ĕçлекен чикĕ хуралçи пулма ĕмĕтленеттĕм. Çарта, 1989 çулта, Афганистан чиккине лекрĕм. Ун чухне шăпах Совет çарĕсене илсе тухрĕç. Анчах çав вăхăтра чикĕ хуралçисене йывăр килчĕ. Душмансем минăсем лартма тытăнчĕç. Герда чылай мина тупрĕ, нумай çын пурнăçне çăлчĕ. Ăна çакăншăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысларĕç, мана «СССР патшалăх чиккине хуралланă çĕрте палăрнăшăн» медаль пачĕç. Халĕ манăн икĕ ывăл ÿсет. Иккĕшĕ те спортпа туслă, ÿссен çар çыннисем пуласшăн. Асли Артем Тай боксĕ енĕпе Чăваш Ен чемпионĕн ятне илчĕ, Артур дзюдопа кăсăкланать.
Ирина АЛЕКСЕЕВА ыйтса пĕлнĕ.
Комментари хушас