Спорт уйăхлăхĕ тухăçлă иртрĕ

21 Нарăс, 2014

Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалланă Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ массăллă оборонăпа спорт уйăхлăхĕнче чылай хула-районта, хăш-пĕр коллективра тĕрлĕ мероприяти нихçанхинчен ытларах йĕркелерĕç. Республикипе илсен, хĕллехи XXII Олимп вăййисене халалланă йĕлтĕр ăмăртăвĕсене 60 пине яхăн çын хутшăнчĕ! Çак кăтарту Чăваш Еншĕн - хăйне евĕрлĕ рекорд.

Нарăс уйăхĕн варринче Совет çарĕсене Афганистанран тĕппипех илсе тухнăранпа 25 çул çитрĕ. 1979 çулта пуçланнă ирсĕр çав вăрçа Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ 24 салтак тата авиаци полкĕн командирĕ Иван Теньков полковник хутшăннă. Вĕсенчен пĕри, Г.Н.Волков академик ячĕллĕ шкултан 1982 çулта вĕренсе тухнă Анатолий Патшин, çар присягине пăхăнса, çирĕплĕхпе хăюлăх кăтартса 1984 çулхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче хаяр çапăçура пуç хунă. Унăн ултă ентешĕ вара, ытларахăшĕ Афган вăрçинчен аманса таврăннăскерсем, тăван районта çĕре кĕнĕ. Нарăс уйăхĕн варринче ялти тĕп лапамра интернационалист салтаксене асăнса хоккеистсен уçă турнирне ирттерчĕç. Йăлана кĕнĕ ăмăртăва хальхинче ултă ялти команда хутшăнчĕ. Çивĕч кĕрешÿре Аслă Елчĕксем Тÿскел командине 6:0 шутпа çĕнтерчĕç. Çакна палăртма кăмăллă: çĕнтерÿçĕ командăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕн Анатолий Патшинăн юлташĕсем - Виталий Ореховпа вăтам шкулти физкультура учителĕ Виталий Афанасьев - хатĕрленĕ. Вĕсен вĕренекенĕсем Дмитрий Обручков, Артур Афанасьев тата Дмитрий Тарасов турнирта пуринчен те нумайрах шайба кĕртрĕç. Аслă Елчĕкри «Спутник» командăри Илья Хушкин «Чи лайăх хапхаçă» ята тивĕçрĕ.

Тăвай районĕни интернационалист салтаксене асăнса Енĕш Нăрваш ялĕнче иртнĕ спартакиадăна тăхăр ялти 200 ытла спортсмен хутшăннă. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче Чăваш Чутейĕнчи Евгений Петровпа Енĕш Нăрвашри Лидия Павлова лайăх кăтартусемпе палăрнă. Кире пуканĕ йăтакансен турнирĕнче абсолютлă чемпион ятне Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен Павел Кайсаров çĕнсе илнĕ. Граната ывăтассинче Енĕш Нăрвашри Василий Степановпа Тĕмерти Наталья Суркина палăрнă. Чăваш наци кĕрешĕвĕ енĕпе иртнĕ турнирта Тăрмăшри Данил Крыловпа Андрей Журавлев, Çĕнĕ Пуянкассинчи Евгений Петров, Тăвай салинчи Павелпа Игорь Табаковсем, Енĕш Нăрвашри Николай Васильев, Василий Данилов, Дмитрий Николаев тата Роман Лукин çĕнтерчĕç. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри нарăс вĕçĕнче Мускав облаçĕнчи Химки хулинче иртекен Пĕтĕм Раççей турнирĕнче Чăваш Ен чысне хÿтĕлĕ.

Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалланă уйăхлăхра Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче кашни эрнерех спорт ăмăртăвĕсем, викторинăсем, конкурссем, куравсем йĕркелерĕç. Колледжра иртнĕ паттăрлăх урокĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансем, ултă орден кавалерĕ Петр Тепловпа паллă журналист тата публицист Петр Кольцов, 1962, 1967 çулсенче тĕрлĕ çĕр-шыври çар хирĕç тăрăвĕсенче пулнă Федор Пупин, Пĕтĕм Раççейри «Доблесть» çар пĕрлĕхĕн Чăваш Енри правленийĕн ертÿçи Владимир Яковлев тата шыв айĕнче çÿрекен çар карапĕн командирĕн тивĕçне пурнăçланă Валентин Семяхин пулчĕç. Чылайлăха асра юлмалли урок çарпа патриотлăх юррисен концерчĕпе вĕçленчĕ.

Петр СИДОРОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.