«Суйлав уççăн тата демократи никĕсĕ çинче ăнăçлă иртрĕ», — çапла пĕтĕмлетрĕ ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков республикăра вырсарникун иртнĕ сасăлава ЧР Пуçлăхĕ тунтикунсерен йĕркелекен планеркăра унăн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май.
ЧР Общество палатин никĕсĕ çинче общество сăнавĕн штабĕ йĕркеленет, вăл суйлав саккунлăхне тивĕçтерме пулăшĕ. Унăн йышне ОП членĕсемсĕр пуçне ЧР Çын прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйĕ, Халăх фрончĕн, Президента суйлама хăйсен кандидачĕсене тăратнă партисен представителĕсем, ыттисем кĕрĕç.
Суйлав умĕнхи кампани черетлĕ тапхăра кĕчĕ. Регионсенче суйлавçăсемпе ĕçлемелли вăхăт пуçланчĕ. РФ Президентне суйлама тăратнă кандидатсем, граждансене хăйсем майлă алă пустарнăскерсем, тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă, вĕсене Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ регистрациленĕ. Сенсацисем çук, патшалăхăн аслă должноçне йышăнас кăмăллисем — саккăрăн.