Комментари хушас

15 Пуш, 2018

Сăнав центрĕ мĕнле ĕçлет?

«Пирĕн тĕллев — суйлав комиссийĕсенче саккунсене пăхăннине тата сасăлавçăсен прависене тивĕçтернине сăнаса тăрасси», — терĕç общество сăнавĕн центрĕн /общество штабĕн/ çумпредседателĕсем — ЧР Çын прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева тата ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков.

Мероприятие йĕркелекенсем асăннă центрăн йышĕ татах ÿснине, унта çавăн пекех общество организацийĕсен, ĕç тăвакан влаç органĕсен çумĕнчи общество канашĕсен представителĕсем кĕнине палăртрĕç. «Центр ĕçлет, эпир кунсеренех канашлу ирттеретпĕр, вĕсенче йĕркелÿпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яватпăр. Хальхи вăхăтра эпир суйлав учакстокĕсен çумне кураторсем çирĕплететпĕр. Центр членĕсем хăш участока тата миçере каяссин графикне хатĕрлерĕмĕр», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Надежда Прокопьева.

Алексей Судленков Общество палатин никĕсĕ çинче хĕрÿ лини телефонне йĕркелени çинчен каларĕ. Суйлавçăсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене /8352/ 62-35-88 номерпе шăнкăравласа уçăмлатма пултараççĕ. Çак телефон пушăн 18-мĕшĕнче талăкĕпех ĕçлĕ. Палата председателĕ республикăра 2100 общество сăнавçине хатĕрленине пĕлтерчĕ. Ку ĕçе муниципалитетсен çумĕнчи общество канашĕсем уйрăмах хастар хутшăннине каларĕ. «Таса суйлавшăн» корпусăн регионти координаторĕ Кирилл Лукин общество сăнавçисен координаторĕсен штабĕ 34 çынран тăнине пĕлтерчĕ. Ку штаб суйлавра Общество палатинче вырнаçĕ. 

ЧР Общество палатин аппарачĕн ертÿçи, ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн членĕ Татьяна Николаенко хальхи вăхăтра общество сăнавĕн центрĕн членĕсем валли техника оборудованийĕ вырнаçтарнине пĕлтерчĕ. «Сасăлав мĕнле иртнине кăмăл пуррисем пурте пăхма пултараççĕ. Çак тĕллевпе нашвыбор2018.ру сайта кĕмелле. Унта нимĕнле пароль те, логин та кирлĕ мар. Çак сайтра хăвăра кирлĕ участока тупмалла та унта суйлав мĕнле иртнине пăхмалла. Унти калаçăва та итлеме май пур», — терĕ МИХсен ĕçченĕсен ыйтăвне хуравласа Татьяна Николаенко.

Брифингра ЧР Общество палатин членĕсемпе волонтерсем социаллă сетьсенчи суйлавпа çыхăннă хыпарсемпе пĕлтерÿсене те сăнаса тăрассине пĕлтерчĕç. 

 

Теги: