Сасăлав уçă та саккунлă пултăр

5 Пуш, 2018

ЧР Общество палатин никĕсĕ çинче общество сăнавĕн штабĕ йĕркеленет, вăл суйлав саккунлăхне тивĕçтерме пулăшĕ. Унăн йышне ОП членĕсемсĕр пуçне ЧР Çын прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйĕ, Халăх фрончĕн, Президента суйлама хăйсен кандидачĕсене тăратнă партисен представителĕсем, ыттисем кĕрĕç.

Çакăн çинчен паян иртнĕ пресс-конференцире пĕлтернĕ май Общество палатин ертÿçи Алексей Судленков ОП суйлав валли сăнавçăсене хатĕрлес енĕпе пысăк ĕç тунине палăртрĕ. Сăнавçăсене ятарласа вĕрентнĕ — икĕ пин ытла çын суйлава сăнама хатĕр. Палата представителĕсем каланă тăрăх, ку ĕçе тĕп хулара кăна йĕркелемен — нумай муниципалитета çитнĕ. Юлнисем — тата тăватă район кăна, вĕсенче те çывăх кунсенчех пуласшăн.

Общество палатин ку енĕпе ĕçлекен членĕсем сăнавçăсен «çарĕ» чăннипех пĕлÿллĕ, опытлă çынсенчен тăнине çирĕплетрĕç. Çав шутра Адвокатсен, Нотариус палатисем хăйсен юрисчĕсене çак ĕçе явăçтарма килĕшнĕ. Суйлав валли сăнав штабĕ йĕркелени — пĕрремĕш тĕслĕх, республикăра халĕччен унашкалли пулман. 

Çын прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Надежда Прокопьева суйлав тапхăрĕнче Общество палатипе алла-аллăн ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснине çирĕплетрĕ. 

Суйлав саккунне пăсни пирки калас тăк — ТСК председателĕ хальлĕхе суйлав кăтартăвĕсене витĕм кÿме пултаракан тĕслĕхсем пулманнине çирĕплетрĕ. 

Саккуна пăснă тĕслĕхсен шутĕнче вăл çул çитмен çамрăка агитаци ĕçне явăçтарнине палăртрĕ. Çавăн пекех пĕр финанс фончĕ саккунсăр агитаци материалĕсем сарма хатĕрленнĕ. «Анчах полици сыхă пулнă, çав материалсене кунта илсе килсенех туртса илнĕ. Материалсене хатĕрлекен саккунпа килĕшÿллĕн явап тытать», — терĕ кун пирки Александр Цветков. Общество сăнавĕ тенĕрен, сасăлав мĕнле иртнине паян кашниех сăнама пултарать. Республикăри 340 суйлав участокĕнче видеокамерăсем вырнаçтарнă. Вĕсем ÿкереççĕ кăна мар, участоксенчи калаçăва та итлеме май пур. Çапла тумашкăн суйлав кунĕнче ТСК порталне кĕмелле кăна — пĕтĕмпех куç умĕнче пулĕ.

«Чĕрĕ кандидатсене курăпăр-и? Хăшĕ те пулин пирĕн республикăна килсе курăнĕ-и?» — «Хыпар» корреспонденчĕ меллĕ самантпа усă курса панă çак ыйтăва ТСК председателĕ татăклă хурав памарĕ. 

 

Теги: 

Комментари хушас