«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум

10 Юпа, 2014

Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр!

Шупашкарти «Спартак» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексăн стадионĕнче çын йышлă пухăнчĕ. Пурте савăнăçлă, чылайăшĕ спорт тумĕпе, хаваслă кĕвĕ янăрать... Кунта Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО/ физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ.

10 Юпа, 2014

Куравсем йыхравлаççĕ

Тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре спортсменсем, спорта юратакансем хуçаланнă вăхăтра Республика лапамĕнче спортпа çыхăннă Пĕтĕм тĕнчери куравсемпе экспозицисем ĕçлеме пуçларĕç. "Спорт литератури, пресса тата мультимедиа" курава "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум ирттерме тытăнсан йĕркеленĕ.

10 Юпа, 2014

Çитĕнÿ пĕчĕк утăмран пуçланать

Ĕнер Чăваш Енĕн тĕп хулинче Пĕтĕм тĕнчери утакансен кунĕ старт илчĕ. Кун йышши пулăм Раççейре - пĕрремĕш хут. Акцие тĕнчери 150 çĕр-шывра "Спорт пурин валли те" ассоциаци /TAFISA/ пулăшнипе 1991 çултанпа йĕркелеççĕ. Пĕтĕмпе унта халĕччен 12 млн ытла çын хутшăннă.

10 Юпа, 2014

“Чăваш Енре спорт аталанни сисĕнет”

Форумăн пĕрремĕш кунĕнчи кăсăклă самантсем

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форумăн виçĕ куна пыракан мероприяти программи анлă. Унпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ ăслăлăх конференцийĕ, курав ирттет, «çавра сĕтелре» спортпа физкультура аталанăвĕ тавра калаçаççĕ. Унсăр пуçне Раççей спорт çăлтăрĕсем ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ.

Pages