«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум

11 Юпа, 2014

Çĕнтерÿ никĕсĕ - кăмăл çирĕплĕхĕ, чăтăмлăх

Сусăр тени çынна чирлисен шутне кĕртмеллине пĕлтермест. Ÿт-пÿре çитменлĕх пурри вĕсене спортра çитĕнÿ тума чăрмантармасть. Çакна инвалид спортсменсем Лондонри Паралимп вăййисенче те çирĕплетсе пачĕç. Вĕсен йышĕнче чăваш хĕрĕ Елена Иванова та пулнăччĕ.

11 Юпа, 2014

«Çăлтăрлă çул»

Шупашкарти «Спартак» комплексăн «Çĕнĕ ăру» пăр катокĕнче конькипе эрешлесе ярăнакан ачасемпе çамрăксем валли СССР тата Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Виктор Кудрявцев тата Лиллехаммерта 1994 çулта иртнĕ Олимпиада чемпионĕ Алексей Урманов «Çăлтăрлă çул» программăпа килĕшÿллĕн икĕ кун ăсталăх класĕсем ирттерчĕç.

11 Юпа, 2014

Кашниех тĕллевĕ патне ăнтăлтăр

Ĕнер Шупашкарта ГТО комплексне аталантарас тата спорт резервне хатĕрлес ыйтупа икĕ пысăк конференци ĕçлерĕ. Конференцие РФ спорт министрĕ Виталий Муткопа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕç.

11 Юпа, 2014

Пултарулăхпа та паллашаççĕ

Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум йĕркелÿçисем унта хутшăнакансен канăвĕ пирки те манман. Чăваш Ен тĕп хулинче вĕсем валли анлă культура программи хатĕрленĕ.

10 Юпа, 2014

Форумăн Чăваш Енре юлакан сумлă еткерĕ

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форумăн иккĕмĕш кунĕ вĕçленнĕ май РФ спорт министрĕ Виталий Мутко тата ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕç.

Pages