Пултарулăхпа та паллашаççĕ
Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум йĕркелÿçисем унта хутшăнакансен канăвĕ пирки те манман. Чăваш Ен тĕп хулинче вĕсем валли анлă культура программи хатĕрленĕ.
Форум иртнĕ кунсенче Наци музейĕнче, Хальхи вăхăтри искусствăн центрĕнче, Чăваш патшалăх филармонийĕнче, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, Çар мухтавĕн музейĕнче культура мероприятийĕсем хатĕрленĕ.
Хăнасене тĕп хулари паллă вырăнсемпе паллаштарнă, çавна май тăватă экскурси йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри В.И.Чапаев музейĕ пулнă. Кунта вара хальхи вăхăтра Пĕрремĕш тĕнче вăрçине халалланă пысăк курав ĕçлет.
Наци музейĕнче Раççей патшалăх хальхи вăхăтри истори музейĕн ĕçченĕсем тивĕçтернĕ "Пирĕн Крым" сăн ÿкерчĕксен куравĕ валли вырăн уйăрнă. Унпа тата ытти куравпа, çавăн пекех музейпа та, сăмахран, РФ суб<екчĕсен ĕç тăвакан влаçĕсен физкультурăпа спорт подразделенийĕсен юридици ертÿçисем валли йĕркеленĕ шкул-практикумне хутшăннисем паллашнă.
Шупашкар хăнисем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне Петр Чайковскин "Лебединое озеро" балетне пырса курнă. Паян вара кунта вĕсене тĕнчипе паллă "Флория Тоска" /Джаконо Пуччини/ оперăна кĕтеççĕ.
Н.ГЕОРГИЕВА
Комментари хушас