Комментари хушас

11 Юпа, 2014

Çĕнтерÿ никĕсĕ - кăмăл çирĕплĕхĕ, чăтăмлăх

Сусăр тени çынна чирлисен шутне кĕртмеллине пĕлтермест. Ÿт-пÿре çитменлĕх пурри вĕсене спортра çитĕнÿ тума чăрмантармасть. Çакна инвалид спортсменсем Лондонри Паралимп вăййисенче те çирĕплетсе пачĕç. Вĕсен йышĕнче чăваш хĕрĕ Елена Иванова та пулнăччĕ.

"Пирĕнтен никам та медаль ыйтмасть, малти вырăнсене йышăнма хистемеççĕ. Апла пулин те тĕллев паллă, çĕнтерÿ!", - терĕ Паралимп вăййисен чемпионки, Раççей Паралимп комитечĕн ĕçтăвкомĕн членĕ Ольга Семенова Шупашкарти В.Егорова ячĕллĕ 1-мĕш спорт шкулта адаптаци спорчĕн ăсталăх класне уçнă май. "Раççейĕн пĕрлештернĕ команди валли адаптаци спорчĕ енĕпе спортсменсене хатĕрлесси" темăна çутатакан мероприятие Чăваш Енри тата РФ суб±екчĕсенчен килнĕ тренерсем, спортсмен-инструкторсем хутшăнчĕç.

Паралимп вăййисен тÿпине çĕкленесси - кашни спортсменăн чи çутă ĕмĕчĕ. Ольга Владимировна палăртнă тăрăх - хальхи вăхăтра Раççей спортсменĕсем 2016 çулхи авăнăн 7-18-мĕшĕнче Рио-де Жанейро хулинче иртекен XV Паралимп вăййисене хĕрсех хатĕрленеççĕ. "Пирĕн команда спортăн 20 тĕсĕпе хутшăнать. Спортсменсем байдаркăпа тата каноэпе ишессинче, триатлонта пĕрремĕш хут ăмăртĕç", - пĕлтерчĕ О.Семенова.

Сусăрсем çавăн пекех спортăн пур тĕсне те алла илеймеççĕ. Ольга Семенова каланă тăрăх - хальхи вăхăтра çăмăл атлетикăна, велоспорта, йĕлтĕрпе ярăнассине ытларах аталантараççĕ. Ытти енсене вăйлатма тренерсем хатĕр мар е вĕсем вуçех çук, спорт инвентарĕсемпе кăткăслăх чылай, пурлăх никĕсĕ хавшак...

Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Андрей Михайлов япăх куракан, ДЦП сиенленĕ тата урисене татнă, ларса йĕлтĕрпе ярăнакансен йĕлтĕр тата биатлон ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттерни çинчен каласа кăтартрĕ. Кунта пачах урăхла йăла-йĕрке. Финиша пĕрремĕш çитни çĕнтерÿçĕ пулнине пĕлтермест. Пĕрремĕш вырăна çын мĕн таран сусăрланнине кăтартакан процента вăхăт çине хутласа пулнă хисеп тăрăх палăртаççĕ. Суккăрсем чупакан трасса та хăйне евĕрлĕ, чăнкă тăвайккисĕр, çырма-çатрасăр... Вĕсене гид çул кăтартса пырать.

Алăсăр спортсмен пăшалтан епле перет-ха. "Çĕнтерÿ патне талпăнни май çуккине те май килтерет, - терĕ Андрей Анатольевич. - Акă пĕр спортсменка татăк алли çумне çекĕл çирĕплетнĕччĕ". Пăшалĕсене ятарлă çынсем хатĕрлесе хурса параççĕ. Суккăрсем питĕ тĕл пенине палăртрĕ А.Михайлов. Вĕсем наушник тăхăнаççĕ иккен. Пăшала мишень варрине тĕллесе çитсен хăлхари сасă вăйланать. "Шăп çав вăхăтра персе ĕлкĕрмелле, - тет тренер. - Пĕррехинче çапла майпа хам та персе пăхрăм. Мишене куçпа пăталатăп, хăлхара тĕллесе çитернине систерет... Çапах та лектереймерĕм. Суккăрсем сисĕмлĕрех, туйăмлăрах”.

Чăнах та, кăмăл çирĕплĕхĕ, чăтăмлăх алă-урасăр, куçсăр, хăлхасăр çынсене йывăрлăхсене парăнтарса пысăк çитĕнÿсем патне çул хывма пулăшать.

Валентина БАГАДЕРОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.