Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр!
Шупашкарти «Спартак» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексăн стадионĕнче çын йышлă пухăнчĕ. Пурте савăнăçлă, чылайăшĕ спорт тумĕпе, хаваслă кĕвĕ янăрать... Кунта Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО/ физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ.
Ку нормативсене пурнăçлас тĕллевпе тĕрлĕ ÿсĕмри - 11 ушкăнри - 1000-е яхăн çын килнĕ. Хăйсен вăйне, ăсталăхĕпе çаврăнăçулăхне сумлă форум иртекен кунсенче тĕрĕслесе пăхас текенсене стадионти халăх алă çупса кĕтсе илчĕ.
Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçма РФ спорт министрĕн çумĕ, Олимп чемпионĕ Павел Колобков, министерствăн физкультурăпа массăллă спорт аталанăвĕн департаменчĕн ертÿçи Марина Томилова, ЧР спорт министрĕн çумĕ Алексей Яковлев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăнчĕç. Павел Колобков спорта юратакансене уяв ячĕпе саламланă май кăçал Владимир Путин Президент Раççейре ГТО нормисене çĕнĕрен ĕçе кĕртесси пирки калакан хушăва алă пуснине аса илтерчĕ. Спорт хатĕрленĕвĕн программи 11 ÿсĕм категорийĕ - 6-ран пуçласа 70 çултисем тата аслăраххисем - валли пулнине пĕлтерчĕ. 4-ран пуçласа 8 норматив таран пурнăçлакансем çитес çул çуркунне ГТО паллисене илме пултарнине каларĕ. «Спорт сирĕн пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăтăрччĕ!» - терĕ Павел Анатольевич. Алексей Ладыков Пĕтĕм тĕнчери форум хăнисене чăваш çĕрĕ çинче йышăнни республикăшăн пысăк чыс пулнине палăртрĕ. Темиçе кун каялла ĕç коллективĕсем «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» комплекс тĕрĕслевĕсем витĕр тухни çинчен каласа кăтартрĕ. Пĕтĕмпе 170 команда, 1700-е яхăн çын хутшăннă унта. «Вĕсенчен 90% пĕр норматива та пулин ылтăн паллăлăх пурнăçларĕ», - уçăмлатрĕ Алексей Олегович.
Спорт уявне Раççей Геройĕ, виçĕ хут Олимп чемпионĕ, кĕрешÿçĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Александр Карелин, Раççей боксерĕ, тĕнче чемпионĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Валуев, Олимп чемпионĕ Игорь Лавров килсе çитсен стадионти халăх шавласа-кĕрлесе кайрĕ: пĕри те тепри паллă çынсен çывăхнерех пырасшăн, вĕсене карас телефонĕпе ÿкересшĕн. Сумлă хăнасем сцена çинче каланă сăмахсене пурте хыттăн алă çупса йышăнчĕç. Александр Карелин пухăннисене меллĕ самантпа усă курма, ГТО нормативĕсене пурнăçламашкăн ăнăçу сунчĕ. Вăйлă та сывлăхлă пуласси чăнласах та лайăх терĕ.
Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май РФ спорт министрĕн çумĕ Павел Колобков ГТО нормативĕсене пурнăçлас енĕпе 12 региона сăнав площадки туса хунине палăртрĕ, çак юхăма аталантарма пуçлас енĕпе ытти субъектра та ĕçлеме тытăннине каларĕ. «Ку енĕпе Чăваш Ен - лидерсенчен пĕри. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир ГТО нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи куна шăпах кунта ирттеретпĕр. Çĕнтерÿçĕсене çитес çулхи çуркунне ылтăн, кĕмĕл е бронза паллăсем парăпăр, çавăнпа никама та кÿренмелле пулмĕ. Ку вăл - хавхалантаракан фактор. Паянпа ыран «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсемпе çыхăннă питĕ нумай мероприяти иртет: вĕсене пурнăçлас енĕпе методика сĕнĕвĕсем, регионсен представителĕсемпе тĕл пулусем... Шансах тăратăп: кĕçех ГТО физвоспитанин хальхи йышши çĕнĕ тытăмĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăрĕ», - терĕ Павел Анатольевич.
Николай Валуев манăçа тухма пуçланă ГТОна çĕнĕрен чĕртсе тăратма йышăннине ырларĕ. Ку проектра халăхăн хальхи хатĕрленÿ шайне шута илнине палăртрĕ. «Çак программа 2017 çулхи кăрлач уйăхĕнче пур çĕрте те старт илĕ», - терĕ профессионал боксер. Çамрăк спортсменсене акă мĕн сунчĕ вăл: «Хăвăр ума тĕллев лартăр, çапах çул варрине çитсен ан чарăнăр. Тĕллеве нумай ĕçлесен çеç пурнăçлама май килет.» Александр Карелин ГТО кĕлетке хитрелĕхне сыхласа хăварма пулăшнине - çамрăксем пĕрмай компьютер умĕнче ларсан вăл пăсăлма та пултарать-çке - пĕлтерчĕ. Хăй ку нормативсене иртнĕ ĕмĕрте пурнăçланине, кĕмĕл паллăна тивĕçнине каларĕ.
Ĕнерех Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕн федераци порталĕн тата паллисен презентацийĕ иртнĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА