пултарулăх

13 Утă, 2017

Йĕпреç ачи — Раççей чемпионĕ

Калугăра çуллахи полиатлон чемпионачĕ вĕçленнĕ. Ăмăрту пилĕк енлĕ кĕрешÿпе иртнĕ. 60 тата 1000 метр чупса, мечĕк ывăтса, автоматран персе, 50 метр ишсе чи нумай балл пухнисем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.

Раççей первенствин 12-13 çулсенчи çĕнтерÿçисен хушшинче Чăваш Енри Реналь Рахимов та пур. Йĕпреç рай-онĕнчи «Патвар» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекса çÿрекенскер пилĕк енлĕ кĕрешÿре 356 очко пухнă.

29 Çĕртме, 2017

Хор сассине тÿпе те илтрĕ

Пĕр пин ача. Çакăн чухлĕ ача хорпа юрланине илтнĕ-и эсир? Эпĕ вара çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, куртăм та, илтрĕм те. Пĕлетĕр-и, мĕн тери хăватлă та илемлĕ янăрать хор? Çан-çурăма çÿçентерет, мăнаçлăх туйăмне çĕклет.

18 Çĕртме, 2017

Николай Мартыновăн "Пурнăç урапи" пичетленнĕ

Темиçе кун каялла Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Мартынов çыравçăн "Пурнăç урапи" кĕнеки пичетленсе тухнă. Ытти хăш-пĕр çыравçăпа танлаштарсан ку автор ячĕ ытлашши анлă сарăлман пулĕ.

16 Çĕртме, 2017

Хирург пулма çăмăл мар…

Вырăссен паллă писателĕ Антон Чехов ХIХ ĕмĕр вĕçĕнчех врач профессине хакласа: «Тухтăр тивĕçĕ хăйне хăй шеллемесĕр чирлисене сиплеме, чунĕпе тата шухăш-тĕллевĕпе таса пулма хистет», — тени паянхи кун та пĕлтерĕшне çухатман. Врач хальхи пурнăçра та тепĕр çыннăн кун-çулĕшĕн хăйне яваплă туять, уйрăм пациентăн сывлăхне кăна мар, халăхăнне упрассишĕн тăрăшать. Сиплевçĕ этикине тĕпе хурса пархатарлă ĕçе кÿлĕннисем Хулари 1-мĕш клиника больницинче сахал мар. Вĕсенчен пĕри — хирурги уйрăмĕн заведующийĕ Сергей Анатольевич Анюров.

Pages