Хор сассине тÿпе те илтрĕ

29 Çĕртме, 2017

Пĕр пин ача. Çакăн чухлĕ ача хорпа юрланине илтнĕ-и эсир? Эпĕ вара çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, куртăм та, илтрĕм те. Пĕлетĕр-и, мĕн тери хăватлă та илемлĕ янăрать хор? Çан-çурăма çÿçентерет, мăнаçлăх туйăмне çĕклет. Шупашкарти Анне палăкĕ умĕнче Раççейри тата Чăваш Республикинчи ачасен пĕрлештернĕ хорĕн концерчĕ иртрĕ. Унăн çурринче вăйлă çумăр çурĕ, çапах ачасем ниçта та тапранмарĕç, концерт вĕçне çитичченех патриотизм юррисене шăрантарчĕç. Çак вĕсем çирĕп чунлă пулнине, Тăван çĕршыва юратнине çирĕплетрĕ.

Уяв хыççăнхи кăмăл-туйăмпа пайланма редакцие Раççей хорĕнче юрлакан Юля Чапрасова «Росток» ача-пăча центрĕнчи «Туслăх» хор ертÿçипе Елена Даниловăпа тата юлташĕсемпе Чăваш Ен хорĕнче юрлакан Дима Федотовпа, Нелли Николаевăпа, Павел Андреевпа кĕрсе тухрĕ.

— Юля, пĕтĕм Раççей, питĕ сумлă публика умĕнче юрланă чухне эсĕ мĕн туйрăн?

— Космосри пек туйăнчĕ! Йĕри-тавра ача! Эс юрлани унта та кунта та илтĕнет. Çак хора кĕме тивĕçнишĕн мăнаçлăх туйăмĕ çавăрса илчĕ. Çынсем сан çине пăхаççĕ. Пурте юрлаççĕ, пĕр- пĕрне хавхалантарççĕ, йăнăшсан ыттисем пулăшаççĕ.

— Эпир сире аван куртăмăр. Палăк умĕнчи картлашкасем çинче мĕн тери мăнаçлă тăраттăр! Эсир вара унтан, çÿлтен, мĕн асăрхарăр?

— Эпĕ 1-мĕш ретре тăнăччĕ. Çапах йăлтах алă тупанĕ çинчи пекех лайăх курăнчĕ. Концерт умĕнхи репетици вăхăтĕнчех çынсем пыма тытăнчĕç. Концерт курмашкăн кĕпер урлă çын мĕн чухлĕ каçрĕ! Кĕпер халăхпа лăк тулчĕ, пан улми ÿкме вырăн çук! Хĕрлĕ тÿремре те халăх йышлă пулнине куртăм. Çумăр çума тытăнсан çынсем сунчăксене уçрĕç. Айккинчен ку питĕ илемлĕн курăнчĕ.

— Эсир концерт вăхăтĕнче шыв витмен плащ пĕркентĕр. Ăна хăçан тăхăнмаллине сире ăнлантарнă пуль-ха.

— Пире маларах каланă: пĕр юрри вĕçленсен теприне пуçличчен кăна плащ пĕркенм е л л е . А н ч а х ç у м ă р ю р ă пуçламăшĕнче çума тытăнчĕ. Пире паллă пачĕç те хăвăрттăн тăхăнма хушрĕç. Пурин те виткĕч пулман, хăшĕ-пĕри ăна рюкзакра пăрахса хăварнă. Çапах та йĕркелÿçĕсемпе волонтерсем пулăшма васкарĕç: пирĕн ура айĕпе шуса плащсем пачĕç. Куракан вĕсем мĕнле тăватă уран упаленнине асăрхамарĕ. Сахăр мар, ирĕлмĕттĕмĕр те. Йĕпенекен музыка инструменчĕсене ытларах шеллерĕм, вĕсем мĕн тери хаклă вĕт. Çумăртан витĕнмелли пĕркенчĕк камăн пулман, вĕсене ыттисем хăйсен хÿттине илчĕç, пĕр плащ айĕнче иккĕн тăчĕç. Куракансем те палламан çынсемех пĕр-пĕрне хăйсен сунчăкĕпе хупларĕç.

— Юля, эсĕ Раççей хорне епле лекрĕн?

— Эпĕ нумай конкурс-фестиваль çĕнтерÿçи, темиçе тĕрĕслев витĕр тухрăм. 2 хутчен Кремльте юрларăм. Пĕлтĕр раштав уйăхĕнче пирĕн хĕл çинчен юрламаллаччĕ. Анчах пирĕн çĕршывра траур пулчĕ. Концерт умĕнхи каç пире пĕр купа нота тыттарчĕç, вĕренме хушрĕç. Эпир çĕрлехи виçĕ сехетчен вĕсене юрларăмăр. Хаваслă концертран хурлану концерчĕ пулса тăчĕ. Пире, Раççей хорĕн йышĕнче тăракан 10 чăваш ачине, пĕлтĕр раштавăн 30-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне чĕннĕччĕ. Ун чухне эпир тин кăна Кремльте юрласа таврăннăччĕ. Михаил Васильевич та ун чухне Мускавра пулнă, эпир юрланине илтнĕ. Унпа пĕрле чей ĕçнĕ чухне вăл çапла каларĕ: «Эсир пысăк йышпа юрлани питĕ килĕшрĕ, хамăр патра та çавăн пек хор — Чăваш Ен хорĕ — йĕркелес, Раççей хорне хамăр пата юрлама илсе килес шухăш пур», — терĕ. Республика ертÿçи хăйĕн сăмахне тытрĕ: вăхăт нумай та иртмерĕ, хор йĕркеленчĕ.

— Юля, санăн аçу-аннÿ юрăç мар-и?

— Çук. Малалла вулас...

 

Комментари

Питĕ маттур ӑру ҫитĕнет пирĕн, савӑнатӑп!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.