Московский сасси Мускавра та янăрать
Çĕпĕр чăвашĕ ăна хисеплесе упа çăвĕ, пыл, кĕтмел çырли ярса панă
Кашни юрăçăн — хăйĕн вăхăчĕ. Унăн çутă çăлтăрĕ чылай маларах çуталчĕ, Шупашкарта умлăн-хыçлăн икшер кун концерт йĕркелет вăл, кашнинчех лăк тулли зал пуçтарать. Çапла майпа кĕвĕç чунлă артистсене ăмсантарать, хăйĕн пултарулăхне кăмăллакан куракансене чунран савăнтарать. «Хыпар» тĕпелĕнче паян — чăваш эстрадин çутă çăлтăрĕсенчен пĕри Алексей Московский. Паллă юрăçпа пултарулăхĕ çинчен кăна мар, çемье пурнăçĕпе кулиса хыçĕнчи вăрттăнлăхсем пирки те калаçрăмăр.
Кашни мăнукĕ валли — уйрăм апат
— Тăван ял пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Çуралнă ял тесен чи малтан мĕн аса килет?
— Аттепе анне куç умне тухаççĕ, ачалăх кунĕсем аса килеççĕ. Çураласса эпĕ Елчĕкре çуралса ÿснĕ, çапах ытларах вăхăта асанне патĕнче, Акчел ялĕнче, ирттернĕ. Пĕррехинче ир-ирех пулă тытма кайрăм, Пăла шывĕнче вĕтĕ пулăсем кăна çакланаççĕ. Çапла, çыран хĕрринче ларсан-ларсан пысăкрах карас кĕчĕ. Манăн кун пирки часрах асаннене пĕлтерес килчĕ, тепĕр пулă çакланиччен аран чăтрăм. Унтан вара асанне умĕнче мухтанма чупрăм. Эпир ача пулнă вăхăтра телефонсемпе компьютерсем, Интернет мĕнне пĕлмен, ирхине килтен тухса каяттăмăр та каç кÿлĕм çеç таврăнаттăмăр, асанне кăнтăрлахи апата килменшĕн кăмăлсăрланатчĕ. Выльăх усраман пулсан та ял ачисемпе пĕрле ĕне çитерме тухаттăм, лаша кÿлсе тăм турттараттăмăр…
— Амăшĕшĕн ывăлĕ-хĕрĕ ÿссен те — пĕчĕк ачасемех. Юрăçăн амăшĕ те çавнашкалах-и?
— Пĕчĕк чухне килтен тухмассерен: «Ачамсем, кирек ăçта çитсен те çын япалине ан вăрлăр, ан çапăçăр», — тесе пиллесе ăсататчĕ. Аттепе анне халĕ те пăшăрханаççĕ. «Телей çырăвĕсем» /сăмах ÇÇХПИ çул-йĕр правилисене пăснăшăн ярса паракан тÿлев квитанцисем пирки пырать.-Авт./ килмессерен кулянса шăнкăравлаççĕ, манăн гастроль графикне те çав çырусем тăрăхах пĕлеççĕ. Çуллахи вăхăтра, каникулта ачамсем аслашшĕ-асламăшĕ патĕнче канаççĕ. Анне вĕсене хăйсем ыйтнине кура уйрăм апат-çимĕç хатĕрлесе парать: пĕрне — пăтă, теприне — яшка…
— Аçу «Хыпара» юратса вуланине пĕлетĕп.
— Эпир пĕчĕк чухнех теçетки-теçеткипе хаçат-журнал çырăнса илетчĕ, почта ещĕкне те кĕместчĕç вĕсем. Халĕ те пичет кăларăмĕсене кăмăлласа вулать. Килти пĕр пÿлĕме вăл хăйĕн библиотеки-архивĕ валли уйăрнă. Кун кĕнеки çырса пырать, вăй питти çулсенчех килтен киле çÿресе вăрçă ветеранĕсен аса илĕвĕсене çырса илнĕ, ял историне, паллă ентешсен кун-çулне тĕпчет. Совет Союзĕн Геройĕн ятне пама тăратнă, анчах сумлă ята илеймен ентеше нумаях пулмасть тупса палăртрĕ. Александр Лебедев вăрçа кайиччен манăн асаттене француз маршалĕсем çинчен çырнă кĕнекене парнелесе хăварнă, çав тупра халĕ пирĕн килте упранать. Пĕррехинче çемьепе яла аттепе аннене систермесĕрех кайрăмăр. Каçхи вунă сехет. Атте докуменчĕсемпе çырăвĕсене сĕтел çине сапаласа хунă, хăй вулать, çырать. Эпир килнине асăрхасан «хаклă хучĕсене» мăнукĕсем выляма ан илччĕр тесе библиотекине васкаварлăн йăтрĕ. Сăмах май, атте эпĕ садике çÿренĕ чухне сăн ÿкерессипе аппаланатчĕ. Манăн ун чухнехи сăн ÿкерчĕксем — пĕр пысăк чăматан. Эпĕ паллă çын пулассине атте ун чухнех туйнă-ши? /Йăл кулать/.
— Юрлас ăсталăху камран куçнă вара?
— Анне больница хорĕнче юрланă, атте «Ял хуçалăх техники» пĕрлешÿре конферансье пулнă, çапах асатте, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, çапăçу хирĕнчех сăвăсем çырса юрă кĕвĕленĕскер, кăмăлĕ хаваслă чухне: «Мана хывнă эсĕ», — тесе кăкăр çапатчĕ. Вырăсла хайланă юррисене балалайка каласа шăрантаратчĕ, 74 çулччен шкулта ачасене вĕрентнĕскер Елчĕк хорне çÿретчĕ.
Хальлĕхе конкуренци çук
— Эстрадăра çÿле çĕклентĕн. Сцена çинчи ĕçтешÿсем ăмсаннине туятăн-и?
— Ку вĕсен кăмăлĕ, ирĕкĕ. Тепĕр тесен, шăпах вăл аталанма пулăшать. Эпĕ, сăмахран, артистсем пĕр-пĕринпе тупăшса чаплă та илемлĕ концертсем йĕркеленĕшĕн, программăсене çĕнĕлĕхсем кĕртнĕшĕн савăнатăп кăна. Çакă пирĕн эстрада çÿлелле тапаçланнине кăтартать. Анчах, шел те, хальлĕхе конкуренци палăрсах каймасть. Раççей шайне хăпарма пире вăл кирлех.
— Сценăпа кăна пурнăç тума пулать-и? Юрланисĕр пуçне мĕнрен укçа тăватăн?
— Енчен те юрăç халăхшăн тăрăшать, репертуара ăна кирлĕ юрăсем кĕртет, хăй тавра артистсен вăйлă ушкăнне пухаять пулсан çемьене те тăрантараять, пурнăçа та йĕркелеет. Манăн бизнес пурччĕ, хупрăм. Малалла вулас...
Комментари хушас