Вероника АРИСОВА: «Ентешсене чăн-чăн искусствăпа паллаштарас килет»
Кашни çын вăл - хăй пĕр тĕнче... Çак пĕчĕк хутлăхсем вара уçлăхри мăн тĕнчере - çĕр çинче - хăйсен телейне шыраççĕ... Этеме телейлĕ тума пултаракан майсенчен пĕри вăл - юрă. Чăваш эстрадинче хăй вырăнне тупнă Çĕмĕрле районĕнчи Янташ ялĕнче 1971 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче кун çути курнă юрăç-композитор Вероника Арисова çынсене юрă урлă телейлĕ тăвас тесе чун-чĕре хавалĕпе тăрăшса ĕçлет. Вăл çак тĕнче телейлĕ пуласса пĕр иккĕленмесĕрех ĕненет.