Любовь МАРТЬЯНОВА: Огинский полонезĕ

24 Утă, 2017
Асамлăн янăрать.
Асамлăн та асаплăн.
Унтан, хăй асапне манса,
Каять инçе-инçе.
Часах асаплă телейне аса илсе,
Ачашшăн таврăнать
хăй вырăнне.

 

Асамлăн янăрать,
Асамлăн та мăнаçлăн.
Вара... Пур шухăша пĕр юхăма
кĕртсе,
Илсе каять тĕнче хĕрне.
 
Янрать, янрать...
Мăнкăмăллăн, ачашшăн.
Витсе хурас пек пурнăç таппине.
Унтах...
Куçне хупма сĕмленнĕ çын ăшне
çĕн вăй кĕртсе чĕртсе ярас пек.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.