пулăшу

19 Юпа, 2017

Виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн хавхалантарĕç

РФ Президенчĕ Владимир Путин йышăннипе 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1—мĕшĕнчен Чăваш Республики çемьери виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен пособи тÿлемешкĕн федераци укçине тивĕçме пуçлать.

4 Юпа, 2017

Шупашкарта ватăсен хваттерĕсене юсаççĕ

Шупашкарти Ленин районĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсен, вăрçăра вилнĕ салтак арăмĕсен, тыл ĕçченĕсен хваттерĕсене юсаççĕ. Пĕтĕмпе кăçал 14 çынна 500 ытла пин тенкĕлĕх пулăшу кÿме палăртнă. 

4 Юпа, 2017

Черет пур-ха

ЧР Юстици министерствинче Патăрьел, Муркаш, Етĕрне районĕсен представителĕсемпе черетлĕ лару иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту — нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕпе вăхăтра тивĕçтересси.

Ыйтăва татса пама районсенче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕн категорине улăштарса çемьесем валли лаптăксем хатĕрлеççĕ. Уйрăм çурт-йĕр çавăрма 288 участок йĕркелемелле, çав шутра Патăрьел районĕнче — 76, Муркаш енче — 150, Етĕрне тăрăхĕнче — 62. Ларура çак ĕçе хăвăртлатма ыйтнă.

28 Авăн, 2017

Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе çыхăннă ыйтусене "тÿрĕ лини" вăхăтĕнче уçăмлатĕç

Паян, авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче, тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе "тÿрĕ лини" ĕçлĕ. Шăнкăравсене 11 сехетрен пуçласа 12 сехетчен йышăнаççĕ.

Pages