Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе çыхăннă ыйтусене "тÿрĕ лини" вăхăтĕнче уçăмлатĕç
Паян, авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче, тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе "тÿрĕ лини" ĕçлĕ. Шăнкăравсене 11 сехетрен пуçласа 12 сехетчен йышăнаççĕ.
Чăваш Енĕн Юстици министерстви тата республикăн Адвокат палати йĕркелекен "тÿрĕ лини" вăхăтĕнче çынсен ыйтăвне министерствăн патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Валентина Горелова тата "Надежность" адвокат коллегийĕн адвокачĕ Оксана Семикина хуравлĕç.
Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕсем: (8352) 64-20-70 (доб. 1921, 1948), 62-33-53.