Шупашкарта ватăсен хваттерĕсене юсаççĕ
Шупашкарти Ленин районĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсен, вăрçăра вилнĕ салтак арăмĕсен, тыл ĕçченĕсен хваттерĕсене юсаççĕ. Пĕтĕмпе кăçал 14 çынна 500 ытла пин тенкĕлĕх пулăшу кÿме палăртнă.
Паян сакăр ватăн хваттерне хăтлăх кĕртнĕ. Мĕн юсассине кил хуçисемпе калаçса татăлса палăртаççĕ. Хăшĕсем обой ылмаштарма ыйтаççĕ, теприсем кивĕ çутă паралукне çĕнеттересшĕн, виççĕмĕшĕсем урай япăхнине пĕлтереççĕ. Кил хуçисен кăмăлне тивĕçтерме тăрăшса çăвăнмалли пÿлĕмре керамика плиткине те ылмаштарма тивет. "Чи кирли вара - ватăсем савăнни, ĕçшĕн тав туни", - тесе калать ырă ĕçе пуçарнă тÿре-шара.
Комментари хушас