Çемьесене пулăшас ĕç малалла пырать

2 Утă, 2020

Паян ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерствипе ЧР Сывлăх сыхлав министертсви социаллă тата хавхалантару тÿлевĕсене малалла та тăсни çинчен каласа кăтартма брифинг йĕркелерĕç.

— Коронавируспа чирлисемпе тÿрремĕнех ĕçлекен медиксене шалу çумне хавхалантару тÿлевĕ хушса памалли йышăнусем темиçе те: федераци шайĕнче çирĕплетнисем те, республика шайĕнче пăхса хунисем те пур. Медицина ĕçченĕсем хушма тÿлеве тăватă уйăх илме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Хушу çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен «вăйра» пулнине шута илсе ăна тата 2 уйăха, çурла уйăхĕччен тÿлеме палăртнă. Унăн виçи вăтам ĕç укçинчен килет, — палăртрĕ сывлăх сыхлав министрĕн заместителĕ Ирина Левицкая.

— Президент хушăвĕпе килĕшÿллĕн, граждансене тĕрлĕ социаллă тÿлев палăртнă. Вĕсен йышĕнче 3 çултан пуçласа 7 çулчченхи ачасемшĕн пулăшу тивĕçессине пăхса хунă. Ку ытларах сахал тупăшлă çемьесене пырса тивет. Ăна тивĕçме паянхи куна 40 пин яхăн ыйту çитнĕ. Çуррине пăхса тухнă ĕнтĕ, — пĕлтерчĕ Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерствин Социаллă тÿлевсен пайĕн ертÿçи Алексей Григорьев.

РФ Президенчĕ çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче алă пуснă 412-мĕш Указпа килĕшÿллĕн, 16 çулчченхи кашни ача пуçне пĕр хутчен 10 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Çемьесене кунашкал пулăшу маларах та тивĕçнĕччĕ-ха. 3 çулчченхи ачасене уйăхсерен /3 уйăх/ 5 пин тенкĕ, 3 çултан пуçласа 16 çулчченхи ачасене пĕр хутчен 10 пин тенкĕ панăччĕ. Кунашкал пулăшупа пĕрре усă курнă çемьесен тÿлеве тепĕр хутчен тивĕçме ыйту текех çырмалла мар. Пенси фончĕ укçана малтанхи ыйтăва шута илсе куçарать. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăл чылай çемье патне çитме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

Ку пулăшăва илме ыйту çырса ĕлкĕрейменнисене икĕ тÿлеве пĕр харăс куçарса парĕç.

www.hypar.ru Татьяна НАУМОВА căн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас