Комментари хушас

30 Çурла, 2017

Кадетсене тÿлевсĕр апатлантарĕç

Федерацин Атăлçи округĕнчи Чăваш кадет корпусĕнче вĕренекен сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене тÿлевсĕр апатлантарĕç. Ĕнер, çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕрентÿ çинчен калакан республикăри саккуна улшăну кĕртесси çинчен калакан 44-мĕш номерлĕ саккуна алă пуснă.

Пуçламăш, пĕтĕмĕшле вăтам тата вăтам пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекен сахал тупăшлă ачасене республика хысни шучĕпе апатлантарĕç. Сăмах май, кăçалхи иккĕмĕш кварталта пирĕн республикăри пурăнмалли чи пĕчĕк виçе 8 пин те 806 тенкĕпе танлашассине çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче республикăн Министрсен Кабинечĕ йышăнса хăварнăччĕ.

Патшалăхăн тата муниципалитетăн вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсенчен çавăн пекех инвалидсене, тăлăхсене тÿлевсĕр апатлантараççĕ.

Рубрика: 
Теги: