пулăмсем

10 Раштав, 2018

Шупашкар — кĕрешÿ центрĕ

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ. Шупашкар-Арена пăр керменре ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен спортне кăмăллакансем пуçтарăннă. Хĕр-хĕрарăм Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшаççĕ. Раççей Уçă кубокĕн финал тытăçăвĕсем пыраççĕ...

2 Юпа, 2017

Хваттертен тухасшăн пулнă та...

Шупашкарта пурăнакан 32-ри Евгения Б. тĕлĕшпе малтанах 5 хутчен уголовлă ĕç пуçарнă. 2007 çулта условнăй майпа айăпланă ăна. Кайран 4 хут тĕрмене хупнă. Апла пулин те ăса кĕмен хĕрарăм.

Пĕлтĕрхи авăнăн 16-мĕшĕнче ирĕке тухнăскер тепĕр 2 уйăхран каллех йĕрке хуралçисен аллине лекнĕ. Çав каç мăшăрланмасăр пĕрле пурăнакан Владимир М.-па, тепĕр пĕлĕшпе эрех ĕçнĕ вăл. Ун чухне пурнăç хуçи пекех туйнă ахăр хăйне. Ара, никам та ним тума та чармасть.

2 Юпа, 2017

Чечек илме чарăннă

Пăрачкав районĕнче çуралнă, Шупашкарта пурăнакан 51-ри Валентина Л.-на маларах 3 хутчен судпа айăпланă. Апла тăк тĕрме пурнăçĕ мĕн тути каланине лайăх пĕлет вăл. Пур пĕрех çын пурлăхĕ илĕртнĕ ăна.

28 Çурла, 2017

Çичĕ тĕслĕ асамат кĕперрĕн...

Светлана Асамат — чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ. Çут çанталăк ăна тĕлĕнмелле ăшă кăмăл, анлă шухăшлав, тарăн ăс-тăн, вĕри туйăмпа çивĕч хĕрÿлĕх парнеленĕ.